Ирĕксĕрлĕхре те хÿтлĕх кирлĕ

24 Çу, 2014

Çын правине хÿтĕлесси - панхи кун чи çывĕч ыйту тесен те йăнăш мар. Украинăри лару-тăру çак шухăша çирĕплетет кăна. Хамăр патăмăрта та кулленех çын правнине пăснине асăрхатпăр. Çавăнпа та патшалăх шайĕнче ятарлă органсем йĕркеленине ырламалла кăна. Ачасен, ваттисемпе сусăрсен, хĕрарăмсен, ыттисен прависене общество та çине тăрсах хÿтĕлет-ха. Анчах та ирĕкрен хăтарнисен пирки калаçу пуçарсанах шухăш икке пайланать. «Преступниксем валли лайăх условисем туса укçа тăкакламалла мар, вĕсене унта курорта яман вĕт, хăйсем айăплă», - текенни уйрăмах тарăн тымар янă. Анчах тĕрме алăкĕ уçăлать, пирĕн çав çынсемпе пĕр обществăра пурăнма тивет-çке. «Тĕрмере кашни çын валли кирпĕч хурса хăварнă», - текен каларăш та манăçран тухман-ха. Юрăхсăр та начар условисенче чылай çул пурăннипе этем сăн-сăпатне пачах çухатма та пулать.

Республика тĕрмисенче айăпа каçарттаракансен правине хÿтĕлессипе çыхăннă çивĕч ыйтусене çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ брифингра сÿтсе яврĕç. «Çавра сĕтеле» çын правине хÿтĕлекен уполномоченнăй Юрий Кручинин ертсе пычĕ. Унта массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе депутат корпусĕн, общество организацийĕсен, вăл шутра правăна хÿтĕлес енĕпе ĕçлекеннисем те, хутшăнчĕç.

Патшалăх органĕн çĕнĕ аппарачĕ йĕркеленнĕренпе çулталăк çеç иртрĕ. Яваплă çак тивĕçе кÿлĕннĕ Юрий Кручинина республикăра тĕрĕслĕхшĕн кĕрешекен евĕр пĕлеççĕ. Ирĕкрен хăтарнă çын-и е ахаль гражданин-и унăн правине пăснă тăк - хÿтĕлемелле. Çакнашкал çирĕп позицирен пăрăнмасать вăл. Уполномоченнăй аппаратне хăйĕн ĕçĕ-хĕлне тĕллевлĕ йĕркелесе пыракан тĕп тытăм тесе хаклама та пулать-тăр. Право хуралĕн ытти органĕсемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлесен татах та ытларах ыйту татса пама пулĕччĕ те, анчах, конкуренцилĕх туйăмĕ кунта та хуçаланать-мĕн. Юрий Кручинин кăна хăй те асăрханă.

«Асăннă учрежденисенче лару-тăру çав териех начар теме çук, - палăртрĕ омбудсмен. - Ытти регионпа танлаштарсан лайăхрах та-и тен? Анчах та çапла çирĕплетме тăхтăттăм, мĕншĕн тесен иртнĕ тапхăрти тĕрĕслевсенче сахал мар çитменлĕх тупса палăртрăмăр. Тĕлĕнмелле те, уголовлă майпа айăпланманнисене хупса усракан изоляторсенче условисем тĕрмеринчен те япăхрах. Уйрăмах йывăр преступлени тунисем лайăхрах çĕрте пурăнаççĕ.

Улатăрти 8-мĕш колонире пулнă хыççăн хурлăхлă шухăшсем капланчĕç. Пурăнмалли корпус кивĕшнĕ... Кирпĕч шутлакансем ял хуçалăх, выльăх-чĕрлĕх тытнă ĕçсенче тăрăшаççĕ. Колони, шухăшласан, хăйне тытса тăмалăх ĕçлесе илет. Кунта вара сивĕтмĕш те çук, апат-çимĕç хутаççисене хĕлле чÿречерен çакса яма тивет...

Тепĕр учрежденире «тула» каймалли вырăна картламанни, унтах видеокамера вырнаçтарни те пуçа шăнăçаймасть.

Суицидран асăрханса çынсенчен кантра таврашне туртса илеççĕ-çке, хăш-пĕр çĕрте вара камерăра кашта карсах япала типĕтеççĕ...

Йĕплĕ пралук леш енчисене кун йĕркипе килĕшÿллĕн урама уçăлма кăлараççĕ. Картишсенче çумăртан хÿтĕлекен тăрă çукки те йĕркеллĕ мар.

Çынсем квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ илеймеççĕ. Утса çÿрейменнисем пур. Чир классификацине пула госпитале хума ирĕк çук вĕсене. Халсăр ватăсем, чирлисем валли ятарлă колони уçмаллах, хăйсене хăйсем пăхайманнисене соцĕçченсем асăрхĕç», - Юрий Кручинин тата чылай тĕслĕх асăнчĕ, сăмахĕсене сăн ÿкерчĕксемпе çирĕплетрĕ. Лапсарти 1-мĕш, Шупашкарти 4-мĕш колонисенчи ристансен тăванĕсене кĕтмелли пÿлĕм те Юрий Сергеевича шалтах тĕлĕнтернĕ. Çынсен хутман, тирпейлемен сарай евĕр çуртра сехечĕ-сехечĕпе ларма тивнĕ-çке. Çивĕч калаçу хыççăн çак çитменлĕхсене пĕтерме май килнĕ. «Юлашки 20 çулта ку ыйту никама та канăçсăрлантарман-ши вара? Укçа тенкĕпе çыхăнман-çке вăл, йăлтах ертÿлĕх шухăш-кăмăлĕнчен килет», - палăртать омбудсмен. Çапах та колони общежитийĕсенчи йăла-йĕркепе коммуналлă, санитарипе гигиена условийĕсем халĕ те тивĕçлĕ шайра мар-мĕн. Çынсем нÿрĕ те сивĕ çĕрте сывлăха пĕтереççĕ.

Республикăри психиатри больницин стационар уйрăмĕн ятарлă пÿлĕмĕнче те çын правипе ирĕклĕхне хĕсĕрленине тупса палăртнă. Пÿлĕм лаптăкĕ тивĕçтермет, вентиляци юсавлă мар, чÿречене кирпĕчпе купаласа хунăран çутă лайăх кĕмест. Çĕрле çынсем хупăлчасăр витрене «тула» кайнă... Кунта чирлисене асаплантарнă тесен те йăнăш мар. Çитменлĕхсемпе кĕрешес тесе уполномоченнăй пысăк инстанцисене çитнĕ, тинех хăш-пĕр ыйту татăлнă.

- Юлашки çулсенче депутатсем, влаç представителĕсем кайса курнă-и тĕрмесене? Унта ларакансем те пирĕн граждансем, пулас сасăлавçăсемех-çке. «Кирпĕч шутлакансене» суйлава хутшăнма ирĕк памалла, вара «халăх тарçисем» те вĕсен нушисене тинех асăрхĕç», - брифинга хутшăннисенчен пĕри çапла сĕннипе килĕшрĕ Юрий Кручинин. Сăмах май, шăпах пирĕн право хÿтĕлевçисем РФ Патшалăх Думине сĕнÿпе тухнă, вĕсем тĕрмере ларакансене те сасăлава хутшăнма ирĕк парас тĕлĕшпе конституцие улшăну кĕртме ыйтаççĕ.

«Тупса палăртнă материала халăх умне çитересси - маншăн чи шанчăклă хĕç-пăшал. Пĕлетĕп, пысăк должноç йышăнакансене килĕшмест çакă, анчах хирĕç-тăруллă лару-тăрура ĕçлеме хăнăхнă ĕнтĕ эпĕ», - общественноçа та хастартарах пулма чĕнсе вĕçлерĕ сăмахне Юрий Кручинин.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.