ЧИР ÇАМРĂКЛАНСАХ ПЫРАТЬ
Раççейре çулталăкра 500 пине яхăн çын инсульт чăтса ирттерет, вăтамран çурри вилет, чĕрĕ юлнисенчен 90 проценчĕ инвалида тухать. Чирлисен 20 процентне тăтăшах урăх çын пулăшăвĕ кирлĕ. Маларах, тĕпрен илсен, хăрушлăх ушкăнне аслă çулсенчи çынсем кĕнĕ. Шел те, юлашки вăхăтра инсульт çамрăклансах пырать. Вăл çамрăк çынсене кăна мар, ачасене те ураран ÿкернĕ тĕслĕх чылай. Хăрушă çак чир тата унран хÿтĕленме пулăшакан мелсем çинчен республикăн вăй-хала аталантаракан центрĕн неврологне Ирина ПАВЛОВĂНА каласа пама ыйтрăмăр.