Комментари хушас

28 Чÿк, 2013

«Туртах, нихăçан та ватăлмастăн...»

Çак сăмахсемпе уçрĕ республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли Пирус туртассине хирĕçлекен кун умĕн ирттернĕ пресс-конференцие ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви çумĕнче йĕркеленĕ Табак туртнине хирĕç кĕрешекен координаци канашĕн председателĕн çумĕ Михаил Федотов, унтан çапла хушса хучĕ: « Мĕншĕн тетĕр-и? Ун пеккисем ватлăх кунĕсем çитиччен пурăнаймаççĕ вĕт». Асăннă мероприятире хускатнă тĕп ыйту - кăçалхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче вăй илнĕ федераци саккунĕ.

Табак туртнине хирĕç кĕрешмелли саккуна пăсакансене мĕн кĕтет? Çакăншăн вĕсене хăçан тата мĕнле майпа явап тыттарма пуçлаççĕ? Пирус мăкăрлантарнипе мĕнле кĕрешмелле? - çак тата ытти ыйтăва уçăмлатрĕç унта.

Асăннă тĕл пулăва ЧР Информаци политикин министерстви ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствипе тата «Чăваш Ен» фондпа пĕрле йĕркеленĕ. Унăн ĕçне ШĔМĕн, Роспотребнадзорăн, ЧР Чрезвычайлă лару-тăру тата Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствисен, Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн яваплă специалисчĕсем хутшăнчĕç.

Федерацин 2013 çулхи нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнчи «Граждансен сывлăхне табак тĕтĕмĕн витĕмĕнчен тата табак туртнă хыççăнхи пулăмсенчен сыхласси çинчен» 15-мĕш саккунĕ ыйтнине пăхăнманшăн санкцисем кĕртес тĕллевпе йышăннă та ĕнтĕ çÿлерех асăннă документа. Тĕрĕссипе, вăл йытă çимен апата çăвара хыпакансене хирĕçлемест, туртманнисен ирĕкне хÿтĕлет кăна: халăх йышлă çÿрекен вырăнсенче çынсене тĕтĕм-сĕрĕм витĕмĕнчен упрас, çул çитмен çамрăксене сиенлĕ йăларан пистерес тĕллевлĕ.

Саккуна пăхăнманнисем тĕлĕшпе палăртнă яваплăх та пысăк. Тĕслĕхрен, ачасене табак продукцийĕ тата унăн хатĕрĕсене сутнăшăн уйрăм граждансен - 3-5 пин, должноçри çынсен - 30-50, юридици сăпатĕнче тăракансен 100-150 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивет.

Унсăр пуçне Административлă право йĕркин кодексне /КоАП/ тата «Реклама çинчен» саккуна та улшăнусем кĕртнĕ. Юлашкине илес тĕк табака, унăн продукцийĕпе хатĕрĕсене тата туртмалли япаласене, çав шутра чĕлĕме, кальяна, сигарет хутне, зажигалкăсене мухтаса ырлама хушмаççĕ.

КоАПа ача-пăча лапамĕсенче пирус туртма чаракан нормăна палăртнă /штраф - 2-3 пин тенкĕ/. Çул çитмен çамрăксене табак туртма явăçтарнăшăн 1-2 пин тенкĕлĕх явап тыттараççĕ. Уйрăм территорире, çуртра тата объектра пирус мăкăрлантарма юраманнине пĕлтерекен ятарлă паллăпа /пресс-конференцине пухăннисене пĕрлĕхлĕ паллăпа паллаштарчĕç/ çыхăннă йĕркене пăхăнманшăн тата тивĕçлĕ майпа çирĕплетменшĕн должноçри çынсен - 10-20 пин, юридици сăпатĕнче тăракансен 30-60 пин тенкĕ кăларса хума тивет.

Пирус мăкăрлантаракансем валли ятарлă вырăнсем хатĕрлессине влаç органĕсен тĕрĕслесе тăмалла. Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн вĕсене уйăрманшăн тата тивĕçлĕ хатĕрсемпе пуянлатманшăн должноçри çынсенчен 20-30 пин, юридици сăпатĕнчисенчен 50-80 пин тенкĕ шыраса илеççĕ. Хăйсен пĕрлехи ĕçĕ-хĕлĕнче усă куракан пÿлĕмсемпе территорисенче табак туртнине хирĕçле саккун нормисене пăхăннине тĕрĕслесе тăман уйрăм предпринимательсем е юридици сăпатĕнче тăракансем тĕлĕшпе те санкцисем палăртнă /штраф - 30-50 пин тата 60-90 пин/.

Туртма юраман вырăнта пирус мăкăрлантаракан граждансем тĕлĕшпе явап тыттармалли мерăсене полици сотрудникĕсемпе пĕрлех Госпожнадзор, транспорт тата çурт-йĕр инспекторĕсем, санитари врачĕсем йышăнма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн специалисчĕсем - нумай хутлă çуртсенче, лифтсенче йĕркене пăснăшăн, Роспотребнадзор çыннисем - табак продукцине çул çитмен çамрăксене сутнăшăн тата ытти те.

Пируса рекламăлама чараççĕ кăна мар, çитес çулхи çĕртме уйăхĕнчен сентре çине кăларса хума та ирĕк памаççĕ. Тавар туянас текенсен ăна ятарлă прайс-лист тăрăх суйласа туянма тивĕ.

Аса илтеретпĕр: федерацин «Граждансен сывлăхне табак тĕтĕмĕн витĕмĕнчен тата табак туртнă хыççăнхи пулăмсенчен сыхласси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн вĕренÿ, культура, кану, спорт, медицина учрежденийĕсенче* обществăн мĕн пур транспортĕнче, вокзала, аэропорта, порта, станцие, метрополитена кĕмелли алăксенчен 15 метртан çывăх мар çĕрти уçă вырăнта, вокзал, аэропорт, порт çурчĕсенче* патшалăх влаçĕн органĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем йышăнакан çуртсенче, ĕç вырăнĕнче* нумай хваттерлĕ çуртсен лифчĕсенче, пурте усă куракан вырăнта* ача-пăча лапамĕнче тата пляж йышăнакан территори чиккисенче* автозаправка станцийĕсенче пирус туртма юрамасть.

2014 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен список татах вăрăмланать, вĕсен çумне инçет çул-çÿрев пуйăсĕсем, хăна çурчĕсемпе общежитисем, лавккасем, суту-илÿ центрĕсем, пасар çурчĕсем, общество апатланăвĕн пÿлĕмĕсем хушăнаççĕ.

Журналистсене çакă та канăçсăрлантарчĕ: вокзалсенче, общество транспортĕнче турттармаççĕ пулсан чарăнусенче е вокзалта автобуса лартакан ятарлă вырăнсенче çак йĕрке вăйра тăрать-и?

Саккун тăрăх вĕсенче чару çук иккен. Çапах та унта çынсем йышлăн пухăннине тата вĕсен хушшинче ачасем сахал маррине шута илсе РФ субъекчĕсене тата тепĕр виçĕ вырăнта - общество транспорчĕн чарăнăвĕнче, хуласен хушшинче çÿрекен автобуссене лартмалли лапамра тата массăллă мероприятисем ирттернĕ вăхăтра йышăнакан территорисенче - туртма чармашкăн ирĕк панă. Михаил Федотов çирĕплетнĕ тăрăх - ку мелпе хамăр хутлăхра усă курас тĕллевлĕ. Асăннă саккунра палăртнă санкцисем тăрăх йĕркене пăхăнман граждансене республикăра хальлĕхе явап тыттарма пуçламан-ха. Пирус туртмалли ятарлă вырăн уйăрас тата кирлĕ хатĕрпе тивĕçтерес тĕлĕшпе те инструкцисем çук. Чăн та, саккунпа килĕшÿллĕн ун пеккисем çуртран 15 метрта уйăрнă уçă çĕрте е вентиляципе, урнăпа тата пушара хирĕç кĕрешмелли инвентарьпе тивĕçтернĕ уйрăм пÿлĕмре пулмалла. Иккĕмĕшĕнче çакнашкал хатĕрсем çук тăк юридици сăпатĕнче тăракана явап тыттараççĕ.

Михаил Федотов çакна уйрăммăн палăртрĕ: штраф хуни тĕп тĕллев мар. Табак туртассипе туртас марри пирки кашнийĕн хăйĕн шухăшламалла. Сывлăха укçалла илме çук, табак никотинĕ вара этеме шалтан аркатать.

Тепĕр енчен, укçа тĕлĕшĕнчен явап тыттарни, тен, пирусран пистерĕ те. Автотранспортпа çÿрекенсенсене хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе хÿтĕленменшĕн малтанхи вăхăтра сахал мар айăпларĕç. Халĕ хăнăхтарса çитерчĕç, руль умне лариччен пурте çăлăнăç хатĕрĕ патнелле туртăнаççĕ. Аван ăнланаççĕ - çакă хăйсен пурнăçĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Пирусран уйрăлайманнисем те вăхăт иртнĕ май унăн сиенне туйса илĕç-ха. Çĕр çинче пĕрре пурăнатпăр вĕт...

 

 Валентина СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.