Сиенлĕ йăла

20 Çурла, 2015

Асăрханăр, селфи!

«Эсир руль умĕнче ларатăр пулсан çул çине туяллă ватă çын тухасран асăрханăр - вăл япăх курать, селфи патаккипе пыраканран пушшех те шикленĕр - ку сĕм суккăр», - тенĕ пĕр кулăшра. Кашни шÿтрех тĕрĕслĕх пур. Юлашки вăхăтра селфи тăвасси Ÿхăвна сăн ÿкерессиŸ питĕ анлă сарăлчĕ.

29 Çу, 2014

Ыттисен сывлăхĕ çинчен шухăшла...

Федерацин 2013 çулхи нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнчи «Граждансен сывлăхне таврана сарăлнă табак тĕтĕмĕн тата ăна туртнă хыççăнхи сиен витĕмĕнчен сыхласси» 15-мĕш саккунĕ кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче туллин ĕçлеме пуçлать. Унăн хăш-пĕр статйи малтанах вăй илнĕччĕ-ха.

28 Чÿк, 2013

«Туртах, нихăçан та ватăлмастăн...»

Çак сăмахсемпе уçрĕ республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли Пирус туртассине хирĕçлекен кун умĕн ирттернĕ пресс-конференцие ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви çумĕнче йĕркеленĕ Табак туртнине хирĕç кĕрешекен координаци канашĕн председателĕн çумĕ Михаил Федотов, унтан çапла хушса хучĕ: « Мĕншĕн тетĕр-и? Ун пеккисем ватлăх кунĕсем çитиччен пурăнаймаççĕ вĕт».