Асăрханăр, селфи!

20 Çурла, 2015

«Эсир руль умĕнче ларатăр пулсан çул çине туяллă ватă çын тухасран асăрханăр - вăл япăх курать, селфи патаккипе пыраканран пушшех те шикленĕр - ку сĕм суккăр», - тенĕ пĕр кулăшра. Кашни шÿтрех тĕрĕслĕх пур. Юлашки вăхăтра селфи тăвасси Ÿхăвна сăн ÿкерессиŸ питĕ анлă сарăлчĕ. Анчах ку киленĕç тепĕр чухне пурнăçшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать, вилĕмпе танлашать.

Тĕпрен илсен, икĕ тĕрлĕ селфи палăртмалла: пĕри - тĕкĕр çине пăхса, тепри алă тăсса хăвна сăн ÿкересси. Пурте хăйсен кашни хусканăвне истори валли сыхласа хăварасшăн. Акă эпĕ чаплă ресторанта апатланатăп, кунта вара илемлĕ яхтăпа ишетĕп, авă юлташсемпе паркра уçăлса çÿретĕп е кинотеатрта ларатăп. Çакăн пек сăнÿкерчĕксем ВКонтакте, Facebook тата Insta.ram йышши сайтсенче питĕ нумай тĕлпулаççĕ.

Селфи ăсталăхĕн темиçе çул-йĕр пур. Тĕслĕхрен:

- лифтолук - лифтри автопортрет;

- фитнес-селфи - фитнес клубĕнчи тренажерсем умĕнче е тренировка вăхăтĕнче хăвна сăн ÿкересси. «Курăр, эпĕ хама епле пăхатăп», - тенĕ пекрех;

- машина рулĕ умĕнчи е пассажир пулнине кăтартакан селфи.

Чи анлă сарăлни, çав вăхăтрах ыттисене питĕ тарăхтараканни - илемлĕ те кăмăллă хĕрачасем тутисене кăвакалăнни пек туса ÿкерĕнни. «Кăвакал пичĕ» теççĕ çакна.

Çапла майпа сăн ÿкерĕнесси мĕншĕн питĕ час тĕл пулать-ши? Психологсем темиçе сăлтав палăртнă:

- мĕн тери чаплă пурăннине кăтартса парасси. Юлташсем сăнÿкерчĕке хакласа çырсан вĕсем хăвна юратнине туятăн. Анчах асра тыт, çынна хисеплесси тата юратасси, чăннипе каласан, селфипе те, чаплă пурăннипе те çыхăнман;

- ыттисене хăвăн шалти тĕнчÿне уçса пама тăрăшни. Хăш чухне çакна сăмахпа мар, сăнÿкерчĕкпе палăртма çăмăлрах;

- хăв мĕнле курăнни çинчен шутсăр пăшăрханни, ыттисем мухтасса кĕтни.

Çынсен умне мĕн чухлĕ ытларах сăнÿкерчĕк кăларса хуратăн, хăвна çавăн чухлĕ шанмастăн иккен. Питĕ хурлăхлă ку. Хăвна ыттисем мĕнле хаклассине пăхмасăрах юратма вĕренмелле.

Селфипе ытлашшипех кăсăкланни вара хăрушă вĕçленме пултарать! Çапла майпа этем пурнăçран уйрăлнă тĕслĕх сахал мар. Великобританири хăйне сăн ÿкерме юратакан ача çинчен пĕлетĕр-и? Кунне икçĕре яхăн сăнÿкерчĕк тунă вăл. Шкула çÿреме пăрахнă, тепĕр чухне апатланма та маннă, вунă килограмран ытларах йывăрăш çухатнă. Пин-пин сăнÿкерчĕкрен те хăйне килĕшекеннине тупайманран хайхискер пурнăçран уйрăлма шут тытнă, телейлĕ ăнсăртлăха пула çеç чĕрĕ юлнă. Çакăн хыççăн арçын ача селфи чирĕнчен хăтарма пулăшу ыйтнă.

Селфи тума хăйне евĕр вырăн шыракансен инкеклĕ шăпи çинчен сахал мар калаççĕ: ăнсăртран ури шуса кайнипе бетон çине ÿкнĕ, чăнкă çырантан персе аннă, электроток çапнă… Пурнăç тетте мар, унпа вылямалла мар. Айванла хăтланса леш тĕнчене ăсанассинчен сыхланăр.

Хăш чухне хăвна сăн ÿкерсе Интернета кăларса хунинче нимĕн япăххи те çук. Эсĕ çакна мĕн чухлĕ тата мĕншĕн туни, çав вăхăтра хăвна мĕнле туйни пĕлтерĕшлĕ. Телефонна алăрах тытса çÿренине, тăтăш сăн ÿкерĕннине асăрхарăн е çакăн çинчен сана çывăх çынсем асăрхаттарма пуçларĕç пулсан шухăшлама вăхăт: мĕн пулса иртет-ха санпа? Пĕр пытармасăр хуравла:

- санăн селфи эсĕ шухăшланă чухлĕ лайк пуçтармасан кÿренетĕн-и?

- пурне те тĕлĕнтермелле сăн ÿкерĕнме чаплă вырăн тупасси пирки час-часах пуç вататăн-и?

- сăнÿкерчĕке май пур таран хăвăртрах Интернета кăларса хума тăрăшатăн-и? Май килмесен вĕчĕрхенетĕн-и?

- санăн селфи пирки япăх калаççĕ пулсан çав тери хурланатăн-и?

Çак ыйтусене пурне те «Çапла», - тесе хуравларăн пулсан, селфи санăн пурнăçунта пысăк вырăн йышăнать, чарăнма вăхăт. Мĕнле пулмалла-ха? Кунсерен сахалрах та сахалрах сăн ÿкерĕнмелле. Селфи тусан ăна Интернета кăларса хумасан та юрать. Хăвна валли çеç пултăр. Е сăн ÿкерĕн те ăна тÿрех хуратса пăрах. Майĕпен çак чиртен хăтăлатăн. Ку сĕнÿсем пулăшмасан психолог патне кайни аванрах.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.