Çамрăксем пур чухне ял пĕтместех

28 Чÿк, 2013

«Пирĕн тăрăхра пултаруллă, маттур та тăрăшуллă çынсем пурăнаççĕ, тăван кĕтесе аталантарма ăнтăлаççĕ. Юлашки вăхăтра çамрăксем яла юлас туртăм та палăрма пуçларĕ», - çапла пуçларĕ калаçăва Елчĕк районĕнчи Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Людмила Смирнова çав хутлăхри хĕрсемпе каччăсен тата çамрăк çемьесен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах пуçарсан.

Çак тăрăха 6 ял кĕрет, пĕтĕмпе 1510 çын пурăнать, çав шутран 289-шĕ - 14-30 çултисем. Акă Тип Тимеш ялĕ пысăках мар, пĕтĕмпе 100 киле яхăн çеç, çапах юлашки вăхăтра кунта хуларан 2-3 çемье куçса килме кăмăл тунă. Натальйăпа Дмитрий Андреевсем малтан Канаш районĕнче пурăннă, халĕ - Шупашкарта. Иккĕмĕш ачи çуралсан çамрăк çемье амăшĕн капиталĕпе усă курса Тип Тимешре çурт туяннă, хальлĕхе, чăн та, куçсах пĕтеймен-ха. «Андреевсемпе курса калаçрăмăр та - вĕсем ялти пурнăç килĕшнине пĕлтерчĕç. Кăштах алă-ура çавăрса ярсан 24 çулти Дмитрий хăйĕн ĕçне уçас ĕмĕтлĕ, пластик чÿречесем лартма пуçласшăн вăл. 20-ри Наталья пĕчĕк ачисене пăхать», - каласа кăтартать Людмила Геннадиевна. Андреевсем мĕншĕн шăпах çак яла суйласа илнипе кăсăклантăм та - ял тăрăхĕн специалисчĕсем кил хуçи арăмĕ Елчĕк районĕнче çуралса ÿснине пĕлтерчĕç. Унсăр пуçне ку тăрăхри çуртсем йĕркеллĕ те çирĕп пулнине палăртрĕç. Çамрăк çемье çак яла 9 çул каялла «кăвак çулăм» çитнине, хытă сийлĕ çул пуррине, нумаях пулмасть фельдшерпа акушер çĕнĕ пунктне тата часавай уçнине те шута илни иккĕлентермест.

Наталья Карпова вара Тип Тимешрех çуралса ÿснĕ. Пĕчĕкренех юрлама-ташлама юратаканскер Çĕрпÿри культура училищине /каярахпа ăна Шупашкар хулине куçарнă/ ăс пухма кайнă. Унта пĕлĕвне куçăн мар майпа тарăнлатнă вăхăтра ялти клуб заведующийĕнче ĕçлеме тытăннă. Тип Тимеш каччипех çемье çавăрнăран хулара тĕпленесси пирки ĕмĕтленмен те. Каярахпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче юриста вĕренсе тухнă. «Чунăм яланах ялалла туртать. Ĕç вырăнĕ пулсан, шалу лайăх тÿлесен мĕншĕн ялтах пурăнас мар? Халĕ кунта та хуларинчен кая мар: килте ăшă, шыв пÿртех кĕрет тата таса марри юхса тухать, ванна та пур. Ырлăх!» - чунне уçать Наталья. Унăн мăшăрĕ ялти чылай ытти арçын пекех регион тулашне ĕçлеме çÿрет.

Килĕшекен ĕç вырăнĕ тупасси хĕрсемпе каччăсене хумхантаракан чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулнăран кунти çамрăксем ăçта вăй хунипе те интереслентĕмĕр. Тип Тимешре пурăнаканнисенчен ытларахăшĕ, маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, аякри хуласене каять. Уйрăм предпринимательсем те пур. Теприсем Елчĕке тата Тăрăма çÿреççĕ. Тăрăмрисем вырăнти хуçалăхра ĕçлеççĕ. Ял тăрăхĕн специалисчĕсем шкул ачисемпе студентсем çуллахи вăхăтра ЯХПКра вăй хунине пĕлтерчĕç. Акă Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен пĕр тăван Мясниковсем каникулта механизаторта тар тăкаççĕ. Асли Вячеслав аслă шкула пĕтерсе çав кооперативах ĕçлеме вырнаçнă. Çамрăксем ял хуçалăхĕнчен писменни чăнласах та савăнтарать. Акă Тăрăмри Сергей Сергеев Анатри Тимешри пушă ларакан фермăна юсаса çĕнетнĕ, хăйĕн пурлăхне çавăрса унта ăратлă 50 ĕне усрама пуçланă. Сĕтне Патăрьелне ăсатаççĕ. Çамрăк фермер выльăх шутне татах ÿстересшĕн.

Чылайăшĕн чунне ыраттаракан тепĕр ыйту - хусахсем. Уйрăмах Тăрмăшра нумай иккен вĕсем, 20 яхăнах. «Хăшĕ-пĕринпе мĕншĕн вăхăтра çемье çавăрманни пирки калаçатпăр та - вĕсем хăйсем вăтаннине пĕлтереççĕ. Кăмăлĕ ырă та - лайăх упăшка пулаятчĕ хăюсăрскерсенчен. Ватă ашшĕ-амăшĕ вилнĕрен нумайăшĕ халĕ пĕчченех пурăнать, - пăшăрханăвне пытармасть пуçлăх çумĕ.

Тăрăм ял тăрăхĕнчи çамрăксем мĕнлерех канаççĕ-ши? Вĕсем пушă вăхăтне клубра тата библиотекăра усăллă та кăсăклă ирттерме пултараççĕ. Ку территорире пĕтĕмпе 3 клуб тата 2 вулавăш. Культура çурчĕсенче тăтăшах тĕрлĕ мероприяти иртет, кружоксем ĕçлеççĕ. Салтака кайма ят тухнă яша клубра пухăнса саламласси, Тăван çĕр-шыва хÿтĕлемешкĕн чыслăн ăсатасси те йăлана кĕнĕ кунта. Акă нумаях пулмасть Тăрăмри информаципе культура центрĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Александров тата тăванĕсемпе юлташĕсем Александр Егорова хĕсмет вăхăтне йĕркеллĕ ирттерме ăнăçу суннă, каччăсем салтак юррисене шăрантарнă.

Çак ял тăрăхĕнчи çамрăксенчен нумайăшĕ спортпа туслă. Тип Тимешри каччăсем Мăн кунра тата Çимĕкре футболла выляççĕ. Хăш урамăн команди çĕнтерет - çавă куçса çÿрекен кубока тивĕçет. Йăлана кĕнĕ ку турнирсене çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Виктор Смирновпа СССР спорт мастерĕ, кире пуканĕ йăтакансен республикăри федерацийĕн ертÿçи Юрий Карпов пуçарăвĕпе йĕркелеççĕ. Тăрăмсем те футбол вăййине кăмăллаççĕ. «Вĕсене нимĕнле тренер та кирлĕ мар. Командирĕ - Олег Кириллов, вырăнти хуçалăхра водительте ĕçлет. Çавăн пекех пĕр тăван Трофимовсем, Шупашкарта пурăнакан Скворцов хастар пулнине палăртмалла. Вĕсене ЯХПК ертÿçи Юрий Мясников пулăшса-хавхалантарса пырать. Спорта юратаканскерсем хăйсем тăрăшнипе хоккей площадки туса хучĕç. Хĕлле - хоккейла, çулла футболла выляççĕ халĕ вĕсем унта. Ăмăртусене те хăйсемех тухса çÿреççĕ», - хавхаланса пĕлтерет Людмила Смирнова. Çамрăксем чи малтан хăйсене шанни, мĕн ĕмĕтленнине таçтан такам килсе туса парасса кĕтсе ларманни чăнласах та савăнтарать.

«Çамрăксем пур чухне ял вучахĕ сÿнмест, вăл вăй илсех, малалла аталансах пырать», - çапла пĕтĕмлетрĕмĕр калаçăва ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе.

Ирина СЕМЁНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.