ЧИР ÇАМРĂКЛАНСАХ ПЫРАТЬ

Раççейре çулталăкра 500 пине яхăн çын инсульт чăтса ирттерет, вăтамран çурри вилет, чĕрĕ юлнисенчен 90 проценчĕ инвалида тухать. Чирлисен 20 процентне тăтăшах урăх çын пулăшăвĕ кирлĕ. Маларах, тĕпрен илсен, хăрушлăх ушкăнне аслă çулсенчи çынсем кĕнĕ. Шел те, юлашки вăхăтра инсульт çамрăклансах пырать. Вăл çамрăк çынсене кăна мар, ачасене те ураран ÿкернĕ тĕслĕх чылай. Хăрушă çак чир тата унран хÿтĕленме пулăшакан мелсем çинчен республикăн вăй-хала аталантаракан центрĕн неврологне Ирина ПАВЛОВĂНА каласа пама ыйтрăмăр.

- Ирина Юрьевна, инсульт мĕнле чир пулнине тĕплĕнрех ăнлантарса пани вырăнлă пулĕччĕ.

- Хытнă юн чăмакки /тромб/ е татăлнă юн тымарĕнчи юн пуç миминчи юн куçăмне пăссан инсульт аталанать. Кислородпа глюкоза çитменнине пула пуç мимин клеткисем вилеççĕ, хускану, калаçу, ăс-тăн ĕçĕ пăсăлать.

Чирĕн мĕн пур тĕслĕхĕн пысăк пайĕ - ишеми инсульчĕ. Çак терминпа чăмакка юн тымарне хупласа пуç мимин пĕр-пĕр пайне юн пырассине чарса лартнине палăртаççĕ.

Тепĕр тĕрли - геморраги инсульчĕ - чылай сайрарах тĕл пулать.Вăл пуç миминче юн тымарĕ татăлсан пулать. Сиенленнĕ юн тымарĕ миме çийĕнче пулсан юхса тухнă юн пуç мимипе купташки хушшине пухăнать. Пуç мимин шаларахри тытăмĕнчи тымар татăлсан юн йĕри-таврари тĕртĕмсене тулать.

Анчах икĕ тĕрлĕ инсультăн та витĕмĕ пĕр пекех - нерв клеткисем патне юн пырса тăрасси пăсăлни тата пухăннă юн пуç мимин тĕртĕмĕсене пусарни.

Ишеми инсульчĕн сăлтавĕ пулса тăракан тăхасем атеросклероз юн чăмаккисем çыпăçса хупланипе хĕсĕннĕ артерисенче йĕркеленеççĕ. Чĕре япăх ĕçлесен те, аманнипе ал-ура, вар-хырăм, кăкăр кăшкарĕ ăшĕнчи юн тымарĕсем татăлсан та юн хытса чăмаккаланать. Юн пусăмĕ ÿссен те пуç мимине юн кайма пултарать.

Инсультăн тепĕр сăлтавĕ - аневризмăсем /юн тымарĕсен ытла хытă сарăлнă пайĕсем/ татăлни. Çак амак та час-часах юн пусăмĕ хăпарнипе пулать тата йывăрланать.

Пуç мимин пĕчĕк пайĕ кăна сиенленсен ал-ура вăйсăрланать. Мимен пысăк пайĕнче юн çаврăнăшĕ пăсăлсан шалкăм çапать, çын вилме те пултарать. Инсульт тÿссе ирттернĕ çынсенчен чылайăшĕн кĕлеткен пĕр енĕ кăштах е пĕтĕмпех хусканми пулать, калаçу тата тула тухассине контроллесе тăрасси пăсăлать. Ăс-тăн пултарулăхĕ те хавшать.

- Чирĕн малтанхи паллисем мĕнлерех?

- Инсульт систермесĕр тапăнать. Анчах темиçе минутранах апатсăр юлнă пуç мимин клеткисем вилнипе чир витĕмĕ те палăрма пуçлать. Унăн паллисене тÿрех асăрхаса «Васкавлă пулăшу» чĕнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сиплеве май килнĕ таран иртерех тытăнни инкеке лекнĕ çынна лайăхрах, витĕмлĕрех пулăшма май парать.

Тĕпрен илсен, инсульт паллисем çакăн пек:

- пуç çаврăнать, шайлашулăх тата хускану координацийĕ çухалаççĕ*

- калаçу пăтрашăнать*

- кĕлеткен пĕр енĕ çывăрса ларать, вăйсăрланать е шалкăм çапать*

- куçра тĕксĕмленсе килет, япаласем иккĕллĕ е тĕтреллĕ курăнаççĕ*

- пуç тăрук хытă ыратма пуçлать.

Енчен те çак чир паллисем пур пек туйăнсан виçĕ хушуран тăракан тест ирттерĕр. Вĕсене пурне те пурнăçлаймасан тÿрех «Васкавлă пулăшу» чĕнĕр, инсульт пулма пултарни пирки пĕлтерĕр.

1. Аптраса ÿкнĕ çынна шăлсене кăтартса сарлакан кулма ыйтăр. Инсульт чухне кулă улшăнать, илемсĕрленет, шăл йĕрнĕ е тутан пĕр енĕпе, е чалăш кулнă евĕр курăнать.

2. Унтан куçĕсене хупса аллисене çÿлелле çĕклеме, çапла 10 çеккунт тытса тăма калăр. Инсульт чухне мышцăсем вăйсăрланаççĕ, вĕсене нумай вăхăт çĕклесе тăрасси кăткăсланать. Пĕр алă пачах çĕкленменни те - инсульт палли.

3. Малалла мĕнле те пулин предложени калама ыйтăр. Тĕслĕхрен: «Паян çанталăк иртенпех лайăх». Инсульт тăк калаçу пăсăлать, чирлĕ çын эсир ыйтнине йĕркеллĕ пурнăçлаймасть.

- Чир сăлтавĕсене асăнса тухар-ха.

- Инсульт кирек кама та аптратса ÿкерме пултарать. Сăлтавĕсем, тĕпрен илсен, пурнăç йĕркипе çыхăннă. Япăх витĕм кÿрекен пулăмсем:

- юн пусăмĕ ÿсни*

- холестерин шайĕ пысăк пулни*

- диабет*

- самăрлăх тата кĕлетке виçи ытлашши пулни*

- чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем*

- табак туртни*

- наркотиксемпе усă курни*

- алкогольпе иртĕхни.

Унсăр пуçне инсульт 55 çултан иртнĕ тата çывăх тăванĕсем çак чире пула инкек тÿснĕ çынсен тăтăшрах аталанать. 45-55 çулсене илес пулсан çак ÿсĕмри арçынсем хĕрарăмсенчен икĕ хут ытларах инсультпа аптраççĕ.

- Чиртен хÿтĕленме пулать-и?

- Вăхăтсăр чирсен 80 процентĕнчен хÿтĕленме май пур. Инсульт профилактикине çын хăй пысăк тÿпе хывма пултарать. Профилактика сывă пурнăç йĕркипе тачă çыхăннă. Ăна пăхăнасси пĕртте кăтăкăс мар .

  •  Хăвăрăн юн пусăмĕн виçине пĕлмелле тата ăна тĕрĕслесех тăмалла.
  • Табак туртма хăнăхмалла мар тата май килнĕ таран хăвăртрах туртма пăрахмалла.
  • Апата тăвар май килнĕ таран сахалрах хушмалла тата тăварлă консервсемпе çурма фабрикатсене рациона кĕртмелле мар.
  • Юнри холестерин шайне виçере тытмалла.
  • Сывă апатланăвăн тĕп йĕркисене пăхăнмалла - пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах çимелле, хушма сахăрпа вылăх çăвне рационран кăлармалла.
  • Эрех пачах ĕçмелле мар. инсульт аталанас хăрушлăх эрех ĕçнĕ хыççăнхи малтанхи сехетсенче уйрăмах пысăк.
  • Спортпа туслă пулмалла. Утса уçăлса çÿрени е велосипедпа ярăнни те чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем, çав шутра инсульт та, аталанас хăрушлăха чакарать.

Чир тÿссе ирттернĕ çынсен организма май килнĕ таран иртерех çирĕплетме тытăнмалла. Пациентăн хускалма пуçличчен вырăн çинче темиçе кун е эрне выртмалла тесе шухăшлатчĕç. Хальхи пĕтĕмлетÿсем вара пациент специалистсем пулăшнипе май килнĕ таран иртерех ларма, тăма, утма, хусканусем тума тытăнни хăвăртрах сывалса пыма витĕм кÿнине çирĕплетеççĕ. Инсультпа кĕрешнĕ чухне вăхăтра сипленипе пĕрлех реабилитацин витĕмлĕ программисемпе те усă курни пĕлтерĕшлĕ.

- Сирĕн центр вĕсене реабилитаци мелĕсемпе тивĕçтерме пултарать-и?

- Республикăн вăй-хала аталантаракан центрĕнче инсульт чăтса ирттернĕ çынсем малтанхи икĕ çул эмелсĕр сиплевĕн мĕн пур тапхăрĕпе тÿлевсĕр усă курма пултараççĕ. Вĕсене кунта физиотерапи, йĕп терапийĕн, психотерапи, сиплев физкультурин, гирудотерапи мелĕсемпе, массаж туса, логопед занятийĕсемпе сывлăха лайăхлатма пулăшаççĕ.

- Инсульт аталанас хăрушлăх пуррине мĕнле пĕлме пулать?

- Çакна палăртма кăткăс тĕпчевсем кирлĕ мар. Ыйхă артерийĕсене ультрасасă мелĕпе тĕрĕслени, юн пусăмне, холестерина, кĕлетке виçине сăнаса тăни çителĕклĕ. Организм хăйне мĕнле туйнине републикăра 2009 çултанпа ĕçлекен сывлăх центрĕсенче тÿлевсĕр тĕрĕслеттерме пулать. Инсульт хăрушлăхĕ пуррине палăртсан пациентсене тата тĕплĕрех диагностика ирттерме невролог патне яраççĕ.

Тимлĕ пулăр, хăвăрăн, çывăх çыннăрсен сывлăхĕ хавшанă пек туйăнсан хăвăртрах тĕрĕсленме васкăр. Республикăн Сывлăх центрне килме пултаратăр. Унăн адресĕ: Шупашкар, Çеçпĕл Мишши урамĕ, 24-мĕш çурт* ыйтса пĕлмелли телефонсем: 58-05-93, 58-39-05.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.