Çÿхе пăр, пушар... Инкекрен сыхланар!
Çанталăк сивĕтме пуçларĕ, çавна май эпир пурте килте ăшă пултăр тесе тăрăшатпăр. Шăпах çак тапхăрта пушар шучĕ палăрмаллах ÿснине пĕлтереççĕ çăлавçăсем. Теприсем тата юхан шывсемпе кÿлĕсене пăр ларнă-ларман ун çине кĕрсе шар кураççĕ. Çанталăк сивĕтме тытăннă май инкек ытларах тухни пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе çак кунсенче ирттернĕ видеоконференцире те пăшăрханса каларĕ, çавна май муниципалитет ертÿçисен уйрăмах тимлĕ пулмаллине аса илтерчĕ. Михаил Васильевич ку енĕпе профилактика мерисене вăйлатма сĕнчĕ.
Кăмака хутнă та...
Пушар ытларах алхасма тытăнни пирки калас тăк - чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕн республикăра "хĕрлĕ автан" 5 çĕрте "ташланă". Иртнĕ вырсарни кун çынсем çăлавçăсене çичĕ хут /!/ чĕнсе илнĕ. Инкексенчен ытларахăшĕн сăлтавĕ кил хуçисен тимсĕрлĕхĕпе çыхăннă. Акă Муркаш районĕнчи 46 çулти хĕрарăмăн хуçалăхĕнче сарай çунма тытăннă. Çурт хуçин 79-ти амăшĕ выльăх валли кăмакапа усă курса шыв ăшăтнă иккен. Тĕлкĕшекен кăвар йывăç урайне ÿкнĕрен пураса тунă сарайне вут туххăмрах ярса илнĕ. Кăмака çăварĕ умĕнче тимĕр татăкĕ пулман. Юрать-ха брандмейстерсем вăхăтра çитнĕ, çулăма хăвăртах сÿнтернĕ, пурăнмалли икĕ çурта сыхласа хăварнă. Çапла вĕсем çемьене хĕле хирĕç килсĕр-çуртсăр тăрса юласран хăтарнă. Кăмакапа усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнманранах Вăрмар районĕнче те чутах пысăк инкек пулман. 47 çулти хĕрарăм лаçри кăмакине хутнă та таçта кайнă. Çак хушăра "хĕрлĕ автан" алхасма тытăннă. Пушарнăйсем киличчен стена сиенленнĕ.
Çапла, çанталăк сивĕтме пуçласан чылайăшĕ килĕнче ăшăрах пултăр тесе кăмакапа, каминпа, тĕрлĕ электрохатĕрпе усă курать. Вĕсемпе ĕçлемелли тата хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманран çакнашкал тапхăрта пушарсен шучĕ ÿснине иртнĕ çулсенчи практика та аван кăтартса парать. "Кăмака юсавлăхне, тĕтĕм çулĕн тăрăмне тĕрĕслĕр. Çурăлнă вырăнсем пур тăк вĕсене тăм хутăшĕпе "питĕрĕр", акшарпа шуратăр. Кăмака çăварĕн алăкĕ пулмаллине ан манăр, ун умне 50x70 см калăпăшлă тимĕр татăкĕ хурăр. Кăмакапа йывăç стена тата мачча хушшине çунман материал вырнаçтармаллине шута илĕр. Мачча тăрринчи хăвăрт хыпса илекен япаласене урăх çĕре куçарăр. Тĕтĕм çулĕпе мăрьене хăрăмран тасатăр. Ку ĕçе кашни виçĕ уйăхра пурнăçламалла, вăйĕ çитменнисен специалиста чĕнсен аван. Инкек таврашĕ ан тухтăр тесен кăмака стенисем ытлашши хĕрсе ан кайччăр тесе тăрăшăр, ăна хăвăрт хыпса илекен тата çунакан шĕвексемпе усă курса ан чĕртĕр. Тин çунă япаласене ун çывăхĕнче ан типĕтĕр. Хутнă кăмакана пăхсах тăрăр, ун çумне вутă, килте усă курмалли ытти япала ан хурăр", - сĕнеççĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн ĕçченĕсем.
Ăшăтмалли электрохатĕрсемпе усă курнă чухне те хăрушсăрлăх пирки манмалла мар. "Вĕсен айне çунман материалтан хатĕрленĕ тĕрев лартăр. Электрочейнике, кипятильнике, паяльнике, электроплитана, пысăк температурăллă ытти хатĕре розеткăран кăлармасăр ниçта та ан кайăр. Взрыв пулас хăрушлăх пур çĕрте /тĕслĕхрен, бензин упракан вырăнта/ уçă спиральлĕ электрохатĕрсемпе усă курма юрамасть. Килти чÿрече карри, кавир, пластмасса плафон, сĕтел-пуканăн йывăç пайĕсем - вĕсем хăвăртах хыпса илеççĕ - хĕрсе кайнă электрохатĕрсене ан лекчĕр-ан перĕнччĕр тесе тăрăшăр. Ăшăтмалли хатĕре çĕрĕпех ан ĕçлеттерĕр, вырăн çумне ан лартăр. Çакнашкал япаласене туяннă чухне вĕсен хăйсем тĕллĕнех сÿнмелли /енчен те вăл хĕрсе каяс е ÿкес пулсан/ тытăм пуррипе кăсăкланăр. Асра тытăр: килте хăвăр тĕллĕн ăсталанă ăшăтмалли хатĕрсемпе пачах усă курма юрамасть!" - асăрхаттараççĕ çăлавçăсем.
Илĕртет те - улталать
Чÿк уйăхĕн юлашки кунĕсем пыраççĕ, çапах хĕл ларайман-ха, çавна май юхан шывсенчи, кÿлĕсемпе пĕвесенчи пăр çÿхе. Тин шăннă пăр нумайăшне, уйрăмах пулăçсене, илĕртет, анчах вăл улталама тата шар кăтартма пултарать. Шел, хăшĕ-пĕри çакна шута илмест çав. Пирĕн республикăра кĕрхи пăрпа çыхăннă пĕрремĕш инкек чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта Атăл леш енче пулнă. 54-ри арçын Астраханка кÿлли çывăхĕнче çемйипе каннă. Пикника килнĕскер пăр çирĕплĕхне тĕрĕслесе пăхма шухăш тытнă. Çывăх çыннисем чарма хăтланнă-ха арçынна, вăл вара никама итлемесĕр малалла утса кайнă. Кÿлĕ варрине çитсен пăр çурăлнă та çын шыва анса кайнă. Çыран хĕрринче юлнă арăмĕ çăлавçăсене чĕнсе илнĕ, вилене шăпах вĕсем туртса кăларнă.
Республикăри ГКЧС специалисчĕсем каланă тăрăх - Чăваш Енри шыв таврашĕсенче юлашки çулсенчи чÿк-нарăс уйăхĕсенче вăтамран 4-5 пăтăрмах тухнă. Асăннă тапхăрти инкексен тĕп сăлтавĕ - пăр çирĕпсĕрлĕхĕ тата пысăках мар лаптăкра çын нумай пухăнни. Практика çакна кăтартать: çынсем пăр çинчи хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманран суранланаççĕ е вилеççĕ.
Шыв-шурпа çулла çеç мар, кĕрхи тата хĕллехи тапхăрта та асăрхануллă пулмалла. Çакна тĕпе хурсах ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин кăçал юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче "Чăваш Республикин шыв объекчĕсенче 2013-2014 çулсенчи кĕрхи-хĕллехи тапхăрта çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси" хушăва алă пуснă. Унта районсемпе хуласен пуçлăхĕсен вырăнти халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе мĕн тумаллине те палăртнă. Вĕсен чи малтан профилактика мероприятийĕсем ирттермелле, çынсен кĕрхи-хĕллехи тапхăрта хăйсене пăр çинче мĕнле тытмаллине ăнлантармалла. Пăр ларсан унăн хулăнăшне куллен виçессине йĕркелемелле. Муниципалитет йĕркеленĕвĕн территорийĕнчи çăлав станцийĕсемпе тата посчĕсемпе аварипе çăлав тата васкавлă ытти ĕçе ирттермешкĕн калаçса татăлмалла. Юхан шыв урлă хăш вырăнта каçма юранине, пысăк йышпа пулă ăçта тытсан аванраххине палăртмалла. Уйрăмах хăрушă лаптăксенче ятарлă паллăсем вырнаçтармалла.
Паллах, кашни пĕве е кÿлĕ çумне çăлавçă çирĕплетеймĕн, çавăнпа çынсен пăр çине кĕнĕ чухне хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмаллах. "Пăр çине кĕриччен малтан вăл мĕнлерех пулнине сăнăр. Унăн хулăнăшĕ 7 см тата тĕсĕ симĕсрех тĕк вăл çуран çÿрекеншĕн хăрушă мар. Çирĕплĕхне урапа тапса тĕрĕслеме юрамасть! Пăр хулăнăшĕ пур çĕрте те пĕр пек мар. Çыран хĕрринче, шыв хытă юхакан, çăл куç тапакан, канализаци шывĕ юхса тухакан вырăнсенче вăл çÿхерех. Пĕчĕк лупашка, вак тĕлĕнчи пирки те çавнах каламалла. Шурлăхлă вырăнсем лайăх шăнманнине те палăртмалла. Ун пек лаптăксене питĕ кирлĕ чухне çеç кĕмелле, вĕрен, патак, шăчă пĕрле илме манмалла мар. Пăр çинче çын çÿренĕ сукмакпа утмалла. Ун пекки çук тăк хăвăр маршрута палăртмалла, вăрăм та çирĕп патак илмелле, иккĕленÿ çуратакан вырăнсенчен пăрăнса иртмелле. Пăр авăнчăкрах пулнине, шатăртатнине, ун çийĕнче шыв пуррине асăрхасан-илтсен пĕр тăхтаса тăмасăр каялла таврăнмалла: урана сарса, пăр çийĕпе шутарса /çĕклемесĕр/. Е упаленмелле, шумалла. Пăр çийĕн темиçен каçнă чухне пĕр-пĕрин хыççăн утмалла, хушă 5-6 метр пулмалла. Кайра пыраканнин малтине васкавлă пулăшу пама яланах хатĕр пулмалла. Пулă тытнă чухне пысăках мар лаптăкра шăтăк нумай тумалла мар. Пĕрле пуçтарăнма, сикме е чупма юрамасть. Кашни пулăçăн хăйпе пĕрле çăлав хатĕрĕ илмелле: 12-15 метр кантран пĕр вĕçне 400-500 грамм йывăрăш япала çирĕплетмелле, тепĕр вĕçне йăлă тумалла. Çанталăк начар чухне /юр çăвать-и, çумăр-и, тĕтреллĕ-и/ тата çĕрле пăр çине кĕмелле мар. Инкеке лекнисене асăрхасан Çăлав службин пĕрлехи телефонĕпе /01 е 112/ шăнкăравламалла", - специалистсен çак сĕнĕвĕсене кашниех асра тытсан аван.
Инкеке лекесси тепĕр чухне çынран хăйĕнчен те нумай килет, çавăнпа тимлĕхпе асăрханулăх пирки самантлăха та манас марччĕ, хамăрăн тата çывăх çыннăмăрсен пурнăçне упрасчĕ.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА