Илеме туйма пĕлсен...

28 Чÿк, 2013

Фольклорта - халăх историйĕ, пурнăçĕ, чĕлхе малашлăхĕ. Чăваш фольклорне аталантарма ăнтăлакан Наталья Васильева шăпах çапла шухăшлать. Пурнăçне чăваш юрри-ташшипе çыхăнтарнă пике мĕншĕн çак çула суйласа илнĕ-ши? Паянхи ачасене халăх юррисемпе кăсăклантарма йывăр мар-ши? Çак тата ытти ыйтăва хаваспах хуравлама килĕшрĕ пултаруллă хĕр:

- Эпĕ Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел вăтам шкулне пĕтерсен Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕтĕм. Специализаци - «Музыка фольклорĕ». Аслă пĕлÿ илнĕ вăхăтрах РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Козлова патĕнче ăсталăха туптарăм, вăл ертсе пыракан «Юрай» юрăпа ташă ансамбльне çÿрерĕм. 5-мĕш курсранпа чăваш халăх фольклор «Уяв» ушкăнĕнче юрлатăп. 2007 çулта университетран вĕренсе тухсан Г.Лебедев ячĕллĕ лицейре ĕçлени пултарулăхăма аталантарма май пачĕ. Зинаида Алексеевна мана асăрхарĕ пулас, хăй йĕркеленĕ «Пилеш» ача-пăча фольклор ушкăнне ертсе пыма пил пачĕ. Уншăн аслă ĕçтешĕме пысăк тав. Халĕ эстрадăпа фольклор ушкăнне - «Çавала» - çÿреме те вăхăт тупатăп.

- Юрă-ташăпа хăçан туслашнă?

- Манăн атте Виталий Иванович - ăста купăсçă, çав вăхăтрах хăй те юрăсем çырать. Шкулта музыка вĕрентет. Пире, хăйĕн виçĕ ачине, мĕн пĕчĕкренех юрă-кĕвве юратма хăнăхтарчĕ. Вăл пире юрлаттаратчĕ, музыка инструменчĕсене ăмăртмалла калаттаратчĕ. Тавах ăна çакăншăн, хăй вăхăтĕнче пирĕнпе тăрмашнăшăн. Пĕччен те, аттепе пĕрле те унăн юррисене нумай юрланă, вăл йĕркеленĕ хора çÿренĕ. Çемье ансамблĕпе концертсем лартнă. Шкулта вĕреннĕ чухне «Пĕчĕк çеç путене» конкурса хутшăннă, лауреат ятне пĕрре мар тивĕçнĕ. Шăллăмсем, Сашăпа Ваня, атте пекех баян ăста калаççĕ. Ваня шăллăм та музыка факультетне пĕтерчĕ. Халĕ манпа пĕрле «Уява» çÿрет, вăлах - «Пилеш» ансамблĕн концертмейстерĕ те.

- Суйласа илнĕ професси килĕшет-и?

- Питĕ килĕшет. Эпĕ мĕн ачаранпах куракана юрăсемпе савăнтарма хăнăхнă. Сцена - манăн чун киленĕçĕ. Ĕçлеме, чупса çÿреме килĕшет. «Уявра», «Çавалта» юрлама-ташлама тивет пулсан, «Пилешре» хам мĕн пĕлнине ачасене вĕрентетĕп.

- Наталья, мĕншĕн-ха эсĕ ытти çамрăк пек эстрадăна мар, фольклора суйласа илнĕ? Паянхи ачасене халăх юррипе кăсăклантарма йывăр мар-и?

- Фольклор чĕлхене упрама пулăшать. Юрăри сăмахсем тарăн шухăша яраççĕ. Уйрăмах ял ачисем фольклорпа кăсăкланаççĕ. «Пилеш» ансамбле хăй вăхăтĕнче Г.Лебедев ячĕллĕ лицейре 5-9-мĕш классенче вĕренекенсем çÿретчĕç. Çак лицее хупни - пысăк çухату. Ку шкулта ялтан килнĕ ачасем пултарулăхне аталантарма тăрăшатчĕç. «Пилеш» вĕренекенсене килĕшнине туяттăм. Халĕ çак ансамбль «Ровесник» культура çуртĕнче ĕçне малалла тăсать. Лицей сывлăшне ăша илнĕ ачасем хулари пĕлÿ çурчĕсене вĕренме куçсан та ансамбле хаваспах çÿреççĕ. Хăйсен шкулĕсене каялла таврăннă ачасем те, техникумсенче пĕлĕвне тарăнлатма пуçланисем те хушăран репетицисене пыркалаççĕ. Çак культура çуртĕнче халĕ манăн икĕ фольклор ушкăнĕ. Пĕри - «Пилеш» /чăвашла/, тепри - «Потешки» /вырăсла/. Музыка училищинче вĕренекен студентсем те ман патра практикăра кашни çулах пулаççĕ. Фольклор ушкăнĕсемпе ĕçлеме вĕренеççĕ, ăсталăхне туптаççĕ. Ансамбль хастарĕсем малашнехи пурнăçне музыкăпа çыхăнтармасан та илеме туйма вĕренни паха. Юрă-ташă çын кăмăлне ырă еннелле çавăрать.

- Концертсемпе ăçта-ăçта çитсе куртăр-ха?

- «Уяв» тата «Çавал» ушкăнсемпе Чăваш Республикинче, Шупашкарта иртекен чылай мероприятие хутшăнатпăр. Çак коллективсемпе Мускавран пуçласа ытти нумай хулана çитсе килтĕмĕр. Унсăр пуçне Турцире, Венгрире, Беларуçре те концертсем лартрăмăр.

- Конкурссене хутшăнатăн-и? Çитĕнÿсем еплерех?

- Чылай конкурса хутшăннă, пурне те асăнса пĕтереес те çук. Кăçал «Кĕмĕл сасă» фестивальте мана асăрхарĕç. Халăх юррине çĕнĕрен аранжировка туса пĕччен юрларăм, 1-мĕш вырăн йышăнтăм. «Мехел» конкурса «Пилеш» ансамбльпе, солистсемпе кашни çулах хутшăнатпăр, час-часах лауреат ятне тивĕçетпĕр. Çак ушкăнри ачасем чăннипех пултаруллă. «Пилеш» республикăра иртекен пĕр ăмăртуран та юлмасть. Кашнинчех Дипломсемпе таврăнатпăр, малти вырăнсене çĕнсе илетпĕр.

- Çĕнĕ ĕмĕтсем пур-и?

- Шухăш-ĕмĕт нумай. Пултарулăха малалла аталантарасшăн. Артист та, вокалист та, ертÿçĕ те пулнă май татах та нумай çĕнĕ, хитре юрăсем шăрантарас килет.

Ольга РОМАНОВА

калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.