Петĕр ЯККУСЕН: Ан сивле тĕнчене...
КИЛ
Эй, тем те куртăм,
тем те мантăм, —
Чĕре варне вырнаçнă пуль:
Çав кил. Çав пÿрт.
Çав пилĕк кантăк.
Кăштах саралнă шурă тюль.
Çунат сарма самант çитет те —
Инçе çул-йĕр тухать ума.
Каймашкăн йÿнĕ те билечĕ, —
Пит хаклă, хаклă таврăнма.
Ăçта пуç чикĕн, мĕн эс тăвăн?
Каç-каç куçа хупса выртсан
Силлет, лăскать чунра
çил-тăвăл
Тăван кил еннелле туртса.
Вара пĕтет ура тĕревĕ,
Сисетĕн: япăх ĕç-пуçсем...