Нина Изедеркина /Нина Борисовна Ильина/ 1949 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче çуралнă. 1965-1967 çулсенче Оренбург облаçĕнчи А.С. Пушкин ячĕллĕ драма театрĕнче ĕçленĕ. Ун хыççăн 35 çул ытла — культура ĕçченĕ.
Эй, тем те куртăм, тем те мантăм – Чĕре варне вырнаçнă пуль: Çав кил. Çав пÿрт. Çав пилĕк кантăк. Кăштах саралнă шурă тюль. Çунат сарма самант çитет те – Инçе çул-йĕр тухать ума. Каймашкăн йÿнĕ те билечĕ, – Пит хаклă, хаклă таврăнма... Ăçта пуç чикĕн, мĕн эс тăвăн? Каç-каç куçа хупса выртсан Силлет, лăскать чунра çил-тăвăл Тăван кил еннелле туртса. Вара пĕтет ура тĕревĕ, Сисетĕн: япăх ĕç-пуçсем – Пыма чĕнеççĕ çăлтăр евĕр Кил маччинчи турат куçсем.