Пĕр-пĕрне пăхса тăранаймастпăр, Юрату ташши санпа ташлатпăр...
Нина Изедеркина /Нина Борисовна Ильина/ 1949 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче çуралнă.
1965-1967 çулсенче Оренбург облаçĕнчи А.С. Пушкин ячĕллĕ драма театрĕнче ĕçленĕ. Ун хыççăн 35 çул ытла — культура ĕçченĕ.
ЧР Писательсен союзĕн членĕ. Алексей Талвир ячĕллĕ преми лауреачĕ. Унăн сăввисем тăрăх чылай юрă хывнă. «Тăван Атăл» журнал вулаканĕсене вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе паллаштаратпăр.
Шырамастăп çăлтăр тÿпере
Ах, мĕнле уçам-ши хамăн чунăма?
Сăмахăм çитет-ши сана хаклама?
Сахал мар, пĕлетĕп, хуçрăм кăмăлна,
Тур парсамччĕ тетĕп чăтăмлăх сана.
Хушса юрламалли:
Шырамастăп эпĕ çăлтăр тÿпере
«Хăш çăлтăрĕ манăн, манăн-ши?» — тесе.
Çăлтăртан та çăлтăр мăшăрăм, итле:
«Сан пекки, пĕлетĕп, çук çак тĕнчере».
Эс кăна çĕклетĕн кăмăл-туйăма,
Вăй-хăват паратăн юрă юрлама.
Сана çеç куратăп ыранхи кунра,
Малалла утмашкăн пар эс аллуна.
Калаçса лармашкăн çутар çуртине,
Тулли пултăр пурнăç — тытар куркине,
Хăть ăçта пулсан та эп санпа пĕрле,
Сан валли çеç вырăн манăн чĕрере.
Пур-и юрату?
Санпа, тусăм, çывăхрах ман пулас килет,
Çинçе пилĕк-кĕлеткÿне ачашлас килет.
Санпа, чунăм, çумарах ман ларас килет,
Лăпкă çутă каçхине санăн чĕрÿ тапнине
Кăкăру çине пуçа хурса ман итлес килет.
Хушса юрламалли:
Калăр мана, калăр: пур-и юрату?
Пур пулсассăн калăр, мĕн вăл ырату?
Юрату вăл — çиçĕм, ырату, пушар.
Юрату — вут-çулăм, ырату, кăвар.
Юрату вăл — пурнăç, ырату, хĕлхем.
Юратусăр пурнăç тăлăх та кичем.
Тăлăх та кичем. Пит кичем...
Сана курсан чăн-чăнах кăмăл çĕкленет,
Пиçсе çитнĕ çырлине ман татас килет.
Кăвак шуçăм тухиччен сана чун кĕтет,
Ирхи сывлăм ÿкиччен нÿрĕ кĕрен тутуна,
Каçар, тусăм, чăтаймастăп, чуптăвас килет.
Малалла вулас...