Комментари хушас

22 Пуш, 2018

Çак пурнăç – тĕркешÿллĕ цирк-им? Поэт – сăмах жонглерĕ-им вара?

Эй, тем те куртăм, тем те мантăм –
Чĕре варне вырнаçнă пуль:
Çав кил. Çав пÿрт. Çав пилĕк кантăк.
Кăштах саралнă шурă тюль.
Çунат сарма самант çитет те –
Инçе çул-йĕр тухать ума.
Каймашкăн йÿнĕ те билечĕ, –
Пит хаклă, хаклă таврăнма...
Ăçта пуç чикĕн, мĕн эс тăвăн?
Каç-каç куçа хупса выртсан
Силлет, лăскать чунра çил-тăвăл
Тăван кил еннелле туртса.
Вара пĕтет ура тĕревĕ,
Сисетĕн: япăх ĕç-пуçсем –
Пыма чĕнеççĕ çăлтăр евĕр
Кил маччинчи турат куçсем.
...Çĕр варринче тăрук вăрантăм:
Юхать иккен куçран куççуль.
Çав кил. Çав пÿрт. Çав пилĕк кантăк.
Кăштах саралнă шурă тюль.

***

Ырри те пулчĕ, пулчĕ усалли те...
Ачалăх, яшлăх иртрĕç пулмалла.
Асра эп иртнĕ кунсене йĕрлетĕп,
Анчах супмастăп иртнĕ кунпала.
Никам та вăхăта чарса курман-ха,
Тилхепине карăнтарса туртса,
Çăварлăх та хыптарайман никам та
Урхамахне карта çине тытса.
Эп вăхăт урапи çинче ларатăп,
Çапать-и сивĕ е сиктеркелет,
Çук, нăйкăшмастăп, юрă
эп юрлатăп:
Ман вăхăт юрттине мухтас килет.
«Вăраххăнрах!» – тееймĕн,
улталаймăн,
Хăвна, паллах, улталама пулать.
Эп пурăнмарăм çĕр çинче
айваннăн
Тахçан мĕлтлетнĕ сар çутăпала.
Анчах, туссем, телей туяс тесессĕн
Паян кунпа çеç пурăнни сахал!
Малашлăха хăюллăн тинкерсессĕн
Тинех тупатăн çăлтăрлă хавал.
Кам пурнăçра пĕрлештерме
пултарнă
Виç вăхăт сыппине
пĕр тĕвĕ пек туса,
Çав çеç чăн-чăн телей патне
çывхарнă,
Çав çеç çак пурнăçра чăн-чăн хуçа.  Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.