Петĕр ЯККУСЕН.

22 Пуш, 2018

Çак пурнăç – тĕркешÿллĕ цирк-им? Поэт – сăмах жонглерĕ-им вара?

Эй, тем те куртăм, тем те мантăм –
Чĕре варне вырнаçнă пуль:
Çав кил. Çав пÿрт. Çав пилĕк кантăк.
Кăштах саралнă шурă тюль.
Çунат сарма самант çитет те –
Инçе çул-йĕр тухать ума.
Каймашкăн йÿнĕ те билечĕ, –
Пит хаклă, хаклă таврăнма...
Ăçта пуç чикĕн, мĕн эс тăвăн?
Каç-каç куçа хупса выртсан
Силлет, лăскать чунра çил-тăвăл
Тăван кил еннелле туртса.
Вара пĕтет ура тĕревĕ,
Сисетĕн: япăх ĕç-пуçсем –
Пыма чĕнеççĕ çăлтăр евĕр
Кил маччинчи турат куçсем.