Тайма пуç сире, пĕр шухăшлисем!.. Тавах сире, чăваш чунĕллисем!..

Тавах сире!

Тавах сире, пире кураймансем!

Тавах сире, пире юратмансем!

Тавах – хыçра йĕпленĕшĕн кулса,

Тавах – ал сулнăшăн усал сунса.

Тавах сире, ура хуракансем!

Тавах сире, усал сутакансем,

Пире пĕлмесĕрех сăмах сарса

Çÿрекенсем. Пурнăр ... павраса.

Тавах, тасалăха хуплакансем!

Тавах, тĕпсĕрлĕхе тĕкекенсем!

Сире пула çапла ... хăватланса

Пыратпăр. Тăрăр пăнтăхса.

Тавах, кĕвĕçекен элекçĕсем,

Шухăшпала çĕртен хăпаймансем.

Эпир вара, аваллăха асра тытса,

Утатпăр ...тĕнчене ырă туса.

Тавах сире, пире аваймансем!

Тавах, ылханупа хуçаймансем!

Мĕн пур нишлĕ чуна ырă сунса,

Пурнар ыр кăмăлпа пуянланса.

Эпир – чун-чĕрепе çунатлисем,

Сирĕн «ырăлăхпа» хăватлисем.

Вĕри куççуль витĕр ялтрав курса,

Утатпăр такăнсан та – çуталса!

˚ ˚ ˚

Тайма пуç сире, пĕр шухăшлисем!..

Тавах сире, чăваш чунĕллисем!.. Малалла вулас...

Лидия ФИЛИППОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.