Хастарлăхĕ ачаранах туптаннă
Яшлăх çулĕсенче, анне пурăннă чухне, тăван ялăма — Канаш районĕнчи Атнаша — час-часах каяттăм. Вăхăт тупса шкула çитеттĕм, ачасен пĕлÿ тĕнчинчи, общество ĕçĕпе спортри çитĕнĕвĕсемпе çывăхрах паллашаттăм. Учительсем пултаруллă вĕренекенсенчен чи малтан Владимир Иванов ырă тĕслĕх кăтартнине, пуçаруллă та хастар пулнине палăртатчĕç.