Archive - 2017 - Хыпар

ноябрь 28th

28 Чÿк, 2017

Журналист этики хăрушлăхра-и?

Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Мускавра Раççей Журналистсен союзĕн XII съезчĕ иртрĕ. Çĕршывăн мĕн пур регионĕнчен унта 700 яхăн çын, çав шутра ЧР Журналистсен союзĕнчен 10 делегат, хутшăнчĕ.

28 Чÿк, 2017

"Вести Чувашии", (№ 46 (1566)) от 25 ноября 2017 года

28 Чÿк, 2017

Сайт тата хаçат? Уйрăмлăх пурах

Студент çулĕсенче, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, мĕн пур информацие библиотекăсенчи вулав залĕсене çÿресе хаçат-журналтан, кĕнекесенчен илнĕ. Халĕ вара интернетсăр пурăнма май çук. Информацие урăхла майпа шырасси пирки паян, тĕрĕссипе, шухăшламастпăр та-и? Интернетри сайтсене çĕр чăмăрĕ çинчи кашни çыннах кĕме, хыпарсемпе паллашма пултарать.

ноябрь 24th

24 Чÿк, 2017

Карчăксем качча каяççĕ

Зоя Алимова — Шупашкарти Культура институчĕн студенчĕ. «Карчăксем качча каяççĕ» — унăн диплом ĕçĕ. Ку спектакле вăл пушкăрт драматургĕн Флорид Буляковăн çав ятлă халăх камичĕ тăрăх лартнă. Астăватăп- ха: хăй вăхăтĕнче ку хайлава мана çамрăксен театрĕ куçарттарчĕ. Алексей Васильев режиссер лартнăччĕ спектакле. Вăл ăнăçлă пулса тухнăран чылай çул сцена çинчен каймарĕ.

24 Чÿк, 2017

Çемьесенче тăнăçлăх хуçалантăр!

Тĕлĕнмелле маттур та пултаруллă хĕр-хĕрарăм пур анлă Чăваш тĕнчинче! Вера Кузьмина, Нина Григорьева, Раиса Ерусланова, Зоя Андреева, Ольга Талля, Олимпиада Иванова, Алина Иванова, Светлана Асамат, Раиса Сарпи, Августа Уляндина...

24 Чÿк, 2017

Ăрусен çыхăнăвĕ, ватăсемпе çамрăксен хутшăнăвĕ, ĕç çынни — куллен тимлемелли темăсем

Аркадий КАЗАНОВ... Журналист тата çыравçă теме пулать ун çинчен кĕскен. Хăй каланă тăрăх, псевдоним таврашĕ пулман унăн. «Каплах лайăх: Казанов.Хамăн ят-хушаматпах хаçатăн асфальт сарса тикĕслемен тумхахлă çулне утса тухрăм.

Pages