Комментари хушас

24 Чÿк, 2017

Çемьесенче тăнăçлăх хуçалантăр!

Тĕлĕнмелле маттур та пултаруллă хĕр-хĕрарăм пур анлă Чăваш тĕнчинче! Вера Кузьмина, Нина Григорьева, Раиса Ерусланова, Зоя Андреева, Ольга Талля, Олимпиада Иванова, Алина Иванова, Светлана Асамат, Раиса Сарпи, Августа Уляндина... — чăваш çĕрĕ-шывĕн хăйне евĕр бренчĕ вĕсем пирĕн. Хăйсен ырă та мал шухăшлă ĕçĕ-хĕлĕпе чăваш ывăл-хĕрĕн ятне тивĕçлипе тĕнче умне кăларма пултарчĕç.

Пирĕн «Автограф» кăларăмăн паянхи хăни Ирина Витальевна Удалова ячĕ вара тÿрремĕнех ăслăлăхпа тата тĕпчевпе çыхăннă. Шăпах çавăн тавралла пычĕ пирĕн калаçу Чăваш Республикинчи Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музей ертÿçипе...

— Унччен музей ĕçĕ маншăн тĕп ĕç пулать тесе шухăшламан. Ачаран чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме ĕмĕтленнĕ. Эпĕ Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралса ÿснĕ, унти вăтам шкулта вĕренсе ăс пухнă. Аслă классенче тăван литературăна Раççей тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ В.С.Чекушкин вĕрентме пуçларĕ. Вăл 11 класс валли хатĕрленĕ учебник тата хрестомати авторĕ,чăваш ли тературине питĕ интереслĕ вĕрентетчĕ. Атте-анне вырăнне пулса вăл мана пĕрремĕш хут Шупашкар хулине илсе килчĕ, малтанах Петĕр Яккусен поэтпа, Атнер Хусанкай ăсчахпа та паллаштарчĕ. Чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕме документсем патăмăр. Унтанпа 26 çул иртрĕ... Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.