Чăваш каччи тĕнчене тĕлĕнтернĕ
Чÿк уйăхĕн 17-19-мĕшĕсенче Сеулта Кăнтăр Корея кире пуканĕн тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ команди унта пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Çĕршыв чысне çамрăк «пуканçăсен» йышĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем Алексей Иванов тата Анастасия Александрова хÿтĕленĕ. Иккĕшĕ те вĕсем хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăн йышăннă, ылтăн медале тивĕçнĕ.