Кредит

21 Чÿк, 2017

Ипотека кредичĕ илекен нумайланнă

Чăваш Республикинче ипотека кредичĕ илекенсен йышĕ ÿссех пырать.

Кăçалхи тăхăр уйăхра Чăваш Енри банксем халăха çурт е хваттер туянма 13,4 миллиард тенкĕлĕх 9,1 пин тенкĕ кредит панă. Ку виçе пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 26,5 процент ытларах.

Регионти заемщиксен ипотека портфелĕн виçи çулталăк пуçланнăранпа 11 процент ÿснĕ, 48 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çынсен банксен умĕнчи мĕн пур парăмĕн 54 проценчĕ ипотека кредичĕ шутланать.

7 Раштав, 2015

Кредит рейтингне çирĕплетнĕ

Хальхи вăхăтра Чăваш Енĕн пĕтĕм тĕнчери икĕ рейтинг агентствин кредит рейтингĕсем пур - Fitch Ratings тата Moody,s Investors Service агентствăсен. Çак агентствăсем республикăн кредит рейтингĕсене çуллен мониторинг тăваççĕ.