Кредит рейтингне çирĕплетнĕ

7 Раштав, 2015

Хальхи вăхăтра Чăваш Енĕн пĕтĕм тĕнчери икĕ рейтинг агентствин кредит рейтингĕсем пур - Fitch Ratings тата Moody,s Investors Service агентствăсен. Çак агентствăсем республикăн кредит рейтингĕсене çуллен мониторинг тăваççĕ.

Раштавăн 4-мĕшĕнче Moody, s агентство Чăваш Ен рейтингне ют çĕршыв тата наци валютипе пĕтĕм тĕнчери шкалапа Ba3 шайĕнче çирĕплетнĕ, парăм обязательствисен рейтингне наци валютипе Ba3 шайĕнче тата Aa3ĕru рейтингсене наци шкалипе палăртнă. Агенство аналитикĕсен шучĕпе - çирĕплетнĕ рейтингсем парăмсен шайлашуллă кăтартăвĕсене, пĕчĕк процент тăкакĕсене, çавăн пекех бюджета тытса пынă чухне консервативлăха тĕпе хунине çирĕплетеççĕ.

Аса илтерер: маларах çак агентство республикăн кредит рейтингĕсене нарăсăн 24-мĕшĕнче палăртнăччĕ. Ba3 шайри кредит рейтингĕсене Самар, Омск облаçĕсене панă. Раççей субъекчĕсен хушшинче пирĕн республика кредит рейтингĕсемпе Чулхула, Белгород, Вологда облаçĕсенчен, Краснодар, Красноярск крайĕсенчен, Мордови, Коми республикисенчен çÿллĕрех шайра.

 

Теги: 
Автор: 

Новости по теме