Коррупци

25 Раштав, 2018

Шанчăксăррисене шанма юрамасть

Республикăн Çул-йĕр фончĕ кăçал 5 миллиард тенкĕпе танлашнă. Пысăк укçа, çавна май унпа тĕллевлĕн усă курассине тивĕçтересси, миллионсем айккине каясран сыхланасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин тунтикунхи ларăвĕнче шăпах çулсем валли уйăрнă бюджет укçипе усă курнă чух коррупцирен сыхланас енĕпе йышăнакан мерăсене сÿтсе яврĕç.

13 Утă, 2018

Прокурор тĕлĕрмест…

Патшалăх тытăмĕнче, тĕрлĕ сферăра коррупци преступленийĕсемпе кĕрешес юхăм вăй илсех пырать. Кун пирки паян ЧР прокуратурин коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккуна пурнăçланине тĕрĕслекен пай пуçлăхĕ Денис Васильев республикăри МИХсен журналисчĕсемпе тĕл пулсан пĕлтерчĕ.

5 Утă, 2018

Коррупци тымар ан ятăр

Паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев коррупцие хирĕç тăрас ĕçе йĕркелекен комисси ларăвне ирттерчĕ. Канашлăва видеоконференц-çыхăну мелĕпе хуласемпе районсен администрацийĕсен ертÿçисем те хутшăнчĕç.

8 Раштав, 2017

«Corruptio» «пăсăк» тенине пĕлтерет…

Тĕнчери взяткăсен çулленхи калăпăшне специалистсем пĕр триллион доллар шайĕнче хаклаççĕ. Çавна май киревсĕр çак пулăм тĕнче экономикине мĕнешкел çухату кÿнине чухлама та йывăр — сиен питĕ пысăк. Çийĕнчен — халăх влаçа шанманни… Ку сиене вара укçапа виçеймĕн. Раççейре те коррупци тымарĕсем тарăнни вăрттăнлăх мар. Республикăри лару-тăрупа Пĕтĕм тĕнчери коррупципе кĕрешмелли кун умĕн курнăçнă май пире ЧР прокуратурин коррупципе кĕрешмелли саккунсене пурнăçланине сăнаса тăракан пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Денис Васильев паллаштарчĕ.

31 Пуш, 2017

Вăтам виçе... 115 пин тенкĕ

Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комиссин юнкун иртнĕ ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăшт маларах федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи канашăн Оренбургра йĕркеленĕ ларăвĕнче çĕкленĕ ыйтусенчен пуçларĕ. Унта хăй те хутшăннă та — сăмах мĕн çинчен пынине лайăх пĕлет.

Pages