Комментари хушас

13 Утă, 2018

Прокурор тĕлĕрмест…

Патшалăх тытăмĕнче, тĕрлĕ сферăра коррупци преступленийĕсемпе кĕрешес юхăм вăй илсех пырать. Кун пирки паян ЧР прокуратурин коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккуна пурнăçланине тĕрĕслекен пай пуçлăхĕ Денис Васильев республикăри МИХсен журналисчĕсемпе тĕл пулсан пĕлтерчĕ.

— Ĕç кăтартăвĕсем лайăхлансах пыраççĕ, — терĕ вăл — Кăçал коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккуна пăснă 1700 ытла тĕслĕхе тупса палăртнă, ултă уйăхра 200 ытла преступление шута илнĕ, 413 çынна явап тыттарнă. Пĕр гражданинăн шанăçа çухатнăран ĕçрен кайма тивнĕ. Иртнĕ çул кунашкалли пулманччĕ.

Çавăн пекех должноçри 49 çынна тата юридици сăпатне административлă майпа явап тыттарнă. Денис Васильев палăртнă тăрăх — коррупци преступленийĕсен шутĕнче взятка парасси уйрăмах анлă сарăлнă. Çавăн пекех муниципалитет пурлăхĕпе усă курас енĕпе, аукционсем ирттерес енĕпе саккуна пăснă тĕслĕх ытларах. Патшалăх тата муниципалитет влаç органĕсен ĕçченĕсем тупăш декларацийĕсене туллин тата тĕрĕс хатĕрлеменнипе çыхăннă самантсем те пур.

 

Теги: