Шанчăксăррисене шанма юрамасть
Республикăн Çул-йĕр фончĕ кăçал 5 миллиард тенкĕпе танлашнă. Пысăк укçа, çавна май унпа тĕллевлĕн усă курассине тивĕçтересси, миллионсем айккине каясран сыхланасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин тунтикунхи ларăвĕнче шăпах çулсем валли уйăрнă бюджет укçипе усă курнă чух коррупцирен сыхланас енĕпе йышăнакан мерăсене сÿтсе яврĕç.
ШĔМĕн экономикăри преступленисемпе кĕрешекен управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Семенов палăртнă тăрăх, полици кăçал асăннă сферăра икĕ теçетке ытла тĕрĕслев ирттернĕ, укçана вăрланин икĕ тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. Сăмах 3,2 миллион тенкĕ пирки пырать.
Укçапа усă курас тĕлĕшпе йĕркене пăснă тĕслĕхсем пирки çавăн пекех финанс министрĕ Светлана Енилина, Тĕрĕслевпе шут палатин председателĕ Светлана Аристова каласа пачĕç. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ларăва ертсе пынăскер, палăртнă тăрăх, кашни тĕслĕхе тĕплĕ тĕпчемелле, йĕркене пăснă подрядчиксене малашне патшалăх саккасĕсене шанса пама юрамасть.
Николай КОНОВАЛОВ.