«Corruptio» «пăсăк» тенине пĕлтерет…
Тĕнчери взяткăсен çулленхи калăпăшне специалистсем пĕр триллион доллар шайĕнче хаклаççĕ. Çавна май киревсĕр çак пулăм тĕнче экономикине мĕнешкел çухату кÿнине чухлама та йывăр — сиен питĕ пысăк. Çийĕнчен — халăх влаçа шанманни… Ку сиене вара укçапа виçеймĕн. Раççейре те коррупци тымарĕсем тарăнни вăрттăнлăх мар. Республикăри лару-тăрупа Пĕтĕм тĕнчери коррупципе кĕрешмелли кун умĕн курнăçнă май пире ЧР прокуратурин коррупципе кĕрешмелли саккунсене пурнăçланине сăнаса тăракан пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Денис Васильев паллаштарчĕ.
Тĕксĕм статистика
— Шел те, нихăш çĕршывăн та
коррупцирен сыхланмалли им-
мунитет çук — ăна ниçта та тĕпĕ-
йĕрĕпе кăклайман-ха. Чăваш Ене
илес тĕк — кăçалхи 10 уйăхра кор-
рупципе çыхăннă 239 преступле-
ние регистрациленĕ, — пĕлтерчĕ
Денис Александрович.
Преступленисен шутĕнче взят-
кăпа çыхăннисем чылай — 25: УК
290 статйипе /взятка пани/ пăхни-
сем — 12, 291 статьяпа /взятка илни/
— 6, 291.2 статьяпа /вак-тĕвек взят-
ка/ хаклаканнисем — 6. Тата — взят-
ка пама-илме пулăшнипе çыхăннă
пĕр тĕслĕх. Çавăн пекех должноç
полномочийĕсен картинчен тух-
нипе çыхăннă 15, службăри улта-
вăн 35 тĕслĕхне, ытти преступле-
ние шута илнĕ.
10 уйăхра прокуратура органĕ-
сем коррупципе кĕрешесси çин-
чен калакан саккунсене пăснин 2,5
пине яхăн тĕслĕхне тупса палăр-
тнă. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак тап-
хăртинчен /1,9 пин ытларах тĕслĕх
пулнă/ чылай пысăкрах. Прокурор-
сем 666 протест тăратнă, судсе-
не 78 тавăç панă, 886 представ-
лени çырнă. Вĕсене тишкерсе
должноçри 798 çынна /пĕлтĕр —
585/ дисциплина енĕпе явап тыт-
тарнă. Вĕсенчен 6-шĕн шанăçа
çухатнине кура должноçран кайма
тивнĕ. Прокурорсен йышăнăвĕсем
тăрăх 74 юридици тытăмне тата уй-
рăм çынна административлă майпа
явап тыттарнă. Следстви органĕсе-
не панă йышăнусем тăрăх 26 уго-
ловлă ĕç /иртнĕ çул — 17/ пуçарнă.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕпе алла-аллăн
Саккуна пăснă тĕслĕхсене кăçал нумайрах тупса палăр-
тнине пай пуçлăхĕ республика прокуратурин ертÿçисен прин-
циплă позицийĕпе, ку енĕпе ĕç пахалăхĕ тĕлĕшпе вырăн-
сенчи прокурорсем çирĕпрех ыйтма пуçланипе, ведомствă-
сен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетнипе сăлтавлать. Калă-
пăр, кăçал ЧР прокуратурин аппарачĕ республика Пуçлăхĕн
Администрацийĕпе пĕрле районсемпе хуласен админи-
страцийĕсенче коррупципе кĕрешмелли саккунсене мĕнле
пурнăçланине тĕрĕслессине йăлана кĕртнĕ.
Шупашкар тата Комсомольски районĕсен администра-
цийĕсене тĕрĕсленĕ те ĕнтĕ — саккуна пăснипе çыхăннă ну-
май тĕслĕхе тупса палăртнă. Çав шутра — муниципалитет
служащийĕсем тивĕçлĕ нормăсемпе требованисене уяман-
ни те, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче коррупципе кĕре-
шес ĕçе кирлĕ пек йĕркелеменни те. Чÿк уйăхĕнче çакнаш-
кал тĕрĕслевсене Куславкка тата Етĕрне районĕсен адми-
нистрацийĕсенче пуçарнă.
Прокуратура тăрă шыв çине кăларнă тĕслĕхсен шутĕнче
Денис Васильев чи малтанах республикăри страхлакан ком-
пани ертÿçи тунă преступление асăнчĕ. ЧР прокурорĕн за-
местителĕн йышăнăвне тишкернĕ май Следстви комитечĕн
республикăри управленийĕ компани ертÿçи тĕлĕшпе укçана
тăкакласа пĕтернĕшĕн УК 160 статйин 3-мĕш пайĕпе уголов-
лă ĕç пуçарнă. Предприятие ертсе пынă вăхăтрах тĕп хула
пуçлăхĕн заместителĕ те пулнă чух вăл чикĕ леш енне кай-
са килнĕ, тăкаксене вара хăй ертсе пыракан компани шучĕ-
пе саплаштарнă.
Кăрлач-юпа уйăхĕсенче должноçри çынсем тĕлĕшпе
палăртнă чарусене уяман, вĕсем хăйсен тивĕçне пăснă
тĕслĕхсене чăннипех нумай тупса палăртнă — 900 ытла.
Çавна май пĕлтĕр кунашкаллишĕн 128 çынна дисциплина
енĕпе явап тыттарнă пулсан кăçал яваплăх хаярлăхне 258
çыннăн туйма тивнĕ.
Анне ЗАГСра ĕçлет те…
Должноçри хăш-пĕр çын службăри интерессен хирĕç тă-
рăвĕнчен сыхланассин пĕлтерĕшне туйманни сисĕнет — уна-
шкал 47 тĕслĕхе тупса палăртнă. Сăмахран, Сĕнтĕрвăрри
районĕнче пĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хăйĕн хĕрне — çамрăк
çемьене — патшалăх программипе килĕшÿллĕн субсидипе
пулăшмалли йышăнăва алă пуснă май интерессен хирĕç тă-
рăвĕ пулма пултарасси пирки асăрхаттарман. Куншăн дис-
циплина енĕпе явап тытма тивнĕ.