сыхлăх

23 Пуш, 2020

Хăрушлăха курманни вăл çуккине пĕлтермест

Республикăра наркоманипе чирлисен, наркотикпе усă куракансен шучĕ чакни палăрать. Анчах çивĕчлĕх сирĕлет тени вырăнсăр. Çул çитменнисем наркотиксен тыткăнне ытларах лекеççĕ, вĕсемех наркотиксемпе çыхăннă преступленисем ытларах тăваççĕ. Çакăн çинчен Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешекен комиссин  ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе паян иртнĕ ларăвĕнче калаçу пулчĕ.

19 Нарăс, 2019

Пăшаллă, анчах… хăрушă мар

Росгварди тытăмĕнчи лицензипе ирĕк паракан центра лицензие тăстарма килнĕ çын — харăсах виçĕ сунар пăшалĕпе. Тата — «травмат», ыраттармалла перекен пистолет.

17 Утă, 2018

Тухтăр сĕнĕвĕ: кайăк грипĕнчен асăрханма пĕлмелле

Чăваш Енри тăватă районта ÿкнĕ кайăксен грипне тупса палăртнă. Икĕ районта карантин йĕркеленĕ. Этемшĕн çак чир хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.

17 Утă, 2018

Амак ересрен сыхланма пулать

Пирĕн республика территорийĕнче кайăк грипĕ чăх-чĕпе ернĕ темиçе тĕслĕхе тупса палăртнă. Асăннă амак хăрушлăхĕ пысăк паллах, çапах унран сыхланмалли мерăсене пăхăнсан инкеке сирме май пур. Вĕсемпе Хулари ача-пăчан 2-мĕш больницин инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Надежда ЖУКОВА паллаштарать.

Pages