Пăшаллă, анчах… хăрушă мар

Росгварди тытăмĕнчи лицензипе ирĕк паракан центра лицензие тăстарма килнĕ çын — харăсах виçĕ сунар пăшалĕпе. Тата — «травмат», ыраттармалла перекен пистолет. Арсенал пысăк-çке тесе сăмах хушрăм та — центр инспекторĕ ăнлантарать: пĕр алăра кашни йышши хĕç-пăшал пиллĕк таранах пулма пултарать — пилĕк сунар пăшалĕ, пилĕк «травмат»… Апла тăк — ку тĕслĕхре пĕтĕмпех саккунлă.

Хакĕсем — чикĕсĕр!

Инспектор сунар пăшалĕсене тĕрĕслет. Икĕ кĕпçеллĕ ИЖ, пĕр кĕпçелли… Виççĕмĕшĕ вара уйăларах тăрать: илемлĕскерĕн, хура тĕслĕскерĕн кĕпçи те вăрăмрах, тыткалама та çăмăл. «Benelli», — ăнлантарать хуçи, — Италире туса кăларнăскер». Интересленетĕп:
— Хакĕ те пур-тăр…
— Хаклах мар — 150 пин тенкĕ патнелле, — пулчĕ хурав.
Мана, паллах, çак хак та тĕлĕнтерчĕ- ха — хамăр çĕршывра туса кăларнă темиçе çулхи машина хакĕ вĕт. Анчах центр ертÿçи Андрей Каринкин, пачах тепĕр майлă, эпĕ тĕлĕннинчен тĕлĕнчĕ – нумай хут хаклăрах пăшалсем те пулаççĕ. Вăл темиçе çул каялла пĕр çын регистрацилеме илсе килнĕ сунар пăшалне аса илчĕ. Хакне паян та тĕп-тĕрĕс астăвать — 978 пин тенкĕ! Лайăх иномарка хакĕ! Вăл та итальянсем тунăскер-мĕн, тĕрĕссипе, пĕрре мар, тăватă пăшал теме те пулать: улăштармалли кĕпçеллĕскер иккен — комплектра тăватă йышши кĕпçе, вăл е ку самантра мĕнли кирлĕ — çавна лартма пулать.
Ахаль сунарçă çакна иртĕхÿ теме те пултарĕ: çав хаклăх пăшала хăйне сыхламалла вĕт, шăйăрттарсан-сиенлесен те питĕ кÿренмелле. Анчах кашни çыннăн – хăйĕн кăмăлĕ-ирĕкĕ, укçа пур-тăк — туянччăрах, лицензи паракан центршăн хĕç-пăшал саккунлă пулни паха, унпа саккунпа килĕшÿллĕн усă курччăр — ытти пĕлтерĕшлĕ мар. Тепĕр енчен, çавнашкал хаклă пăшалсем сайра, ытларах — хамăр çĕршывра туса кăларнисем, вĕсен вăтам хакĕ — 25-30 пин тенкĕ. Камăн мĕнле интерес вĕт. Чăваш Енре хĕç- пăшал коллекционерĕсем те ĕçлеççĕ — икĕ коллекци шутланать.
Саккунсăрри вара, шел те, тупăнать. 2018 çулта хĕç-пăшал çаврăнăшĕ тĕлĕшпе çирĕплетнĕ правилăсене пăснăшăн 678 çынна административлă майпа явап тыттарнă, çав шутра — должноçри 6 çын тата 1 юридици тытăмĕ. Регистрациленĕ хĕç-пăшалăн 868 единицине, 1931 штук боеприпас туртса илнĕ. Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсемпе пĕрле саккунсăр çаврăнăшран туртса илнĕ арсенал та пĕчĕк мар: 34 единица хĕç-пăшал тата 1233 штук боеприпас. Кусем — уголовлă майпа явап тыттармалли тĕслĕхсем. Çынсене панă 111 лицензие пăрахăçланă: хăшĕсем хăйсен ирĕкĕпе тавăрса параççĕ, пăшал хуçи вилни те пулать. Е тата — пăшала сутса яни.

Тетте мар

Пăшаллă тени хăрушă тенипе пĕр ан килтĕр. Çулталăкра пĕрре патак та пеме пултарать теççĕ те — хĕç-пăшал, ăна упрани, унпа усă курни тĕлĕшпе сыхлăх кирли каламасăрах паллă. Ăнсăртран пĕрре республикăра та пăшалпа усă курса тунă преступленисем пулаççĕ. Пĕлтĕр çавнашкал пĕр тĕслĕхе шута илнĕ. Çĕрпÿ районĕнче кÿршĕсем хирĕçсе кайнă та — пĕри теприне сунар пăшалĕпе хăмсарнă, вĕлерессипе хăратнă. Тепĕр тĕслĕх те пулнăччĕ-ха — Етĕрне районĕнче пĕр сунарçă хăнтăра перес тесе ăнсăртран çынна, хăйĕн тăванне, лектернĕччĕ, вилмеллех амантнăччĕ. Анчах çав тĕслĕх лицензи паракан центр статистикине кĕмен.
2019 çулхи «хура список» çулталăк пуçламăшĕнчех уçăлчĕ темелле. Улатăр районĕнче арăмĕ урăххипе явăçса кайнă тесе кĕвĕçнĕ арçын мăшăрĕн еркĕнĕ тесе шутлакан фельдшерпа «арçынла калаçас» тесе пăшал йăтса кайнă. Васкавлă медпулăшу станцийĕн алăкне «03» служба машинин водителĕ уçнă, арçын тĕттĕмре ăна палласа илеймен, пенĕ — вилмеллех. Андрей Алексеевичăн çав тĕслĕхре хăйĕн те унта кайма тивнĕ: «Сунар пăшалĕ — регистрациленĕскер. Апла тăк ăна сак-кунлă йĕркепех упранă. Анчах тивĕçлĕ медсправка пулсан та лицензи панă чух кашни çын пуçĕнче мĕн пулнине, унран мĕн кĕтмеллине пĕтĕмпех пĕлсе пĕтерейместĕн çав…»
Çынсен аллинчи хĕç-пăшал шучĕ вара ерипен ÿссех пырать. Паян Чăваш Енре 16,1 пин ытларах çын хар-пăрлăхĕнче 26027 единица хĕç-пăшал шутланать. Сунар пăшалĕсен шучĕ пысăкланни палăрмасть — çамрăксенчен нумайăшне паян сунар кăсăклантарсах каймасть. Шут ÿсни вара çамрăксем резина пульăпа перекен «травмат» ытларах туяннипе сăлтавланнă. Тепĕр тесен, халь унашкал пистолет туянасси те модăран тухса пыни сисĕнет.
Уйрăм çын аллинче тăхланпа перекен автомат-пистолет йышши хĕç- пăшал пулма пултараймасть — гражданла хĕç-пăшал кăна. Чăн та, çак ретре награда хĕç-пăшалĕ пур. Чăваш Енре пурăнакан 35 çыннăн — награда хĕç-пăшалĕн 47 единици. Çав шутра кортик йышшисем вуннă, ытти — награда пистолечĕсем. Сăмах вăй тытăмĕсен ĕçченĕсене наградăласа панă 37 Макаров пистолечĕ пирки. Паллах, çав хĕç-пăшал та тимлĕхсĕр мар. Вĕсене мĕнле упранипе центр кăсăклансах тăрать. Сăмах май, çавнашкал награда еткере куçмасть иккен, хуçи вилсен пистолета патшалăха тавăрса памалла.

Асаттесен еткерĕ

Тавăрни тенĕрен, «хуçасăр» хĕç- пăшал хăрушлăх кÿресрен сыхланма ăна çынсенчен хăйсен ирĕкĕпе йышăнмалли йĕрке ăнăçлă ĕçлет. Андрей Каринкин палăртнă тăрăх, çакнашкалли час-часах пулать: пĕр-пĕр ялта кивĕ çурт-хуралта пăсма пуçлаççĕ те — пăшал тупăнать. Асатте пытарса хуни… Малалла вулас...

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.