Хастарлăхĕ ачаранах туптаннă

12 Раштав, 2017

Яшлăх çулĕсенче, анне пурăннă чухне, тăван ялăма — Канаш районĕнчи Атнаша — час-часах каяттăм. Вăхăт тупса шкула çитеттĕм, ачасен пĕлÿ тĕнчинчи, общество ĕçĕпе спортри çитĕнĕвĕсемпе çывăхрах паллашаттăм. Учительсем пултаруллă вĕренекенсенчен чи малтан Владимир Иванов ырă тĕслĕх кăтартнине, пуçаруллă та хастар пулнине палăртатчĕç.

Шкул тата ял пурнăçĕ çинчен юлашки вăхăтра Атнаш ял тăрăхĕн сайчĕ пулăшнипе пĕлсе тăратăп. Кăçалхи авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче сайтра савăнăçлă хыпарпа паллашрăм — В.Иванова вырăнти депутатсем ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланă. <...>

Хастарлăхĕ унăн ачаранах туптаннă. Хĕрлĕ галстук çыхнă çулсенче — пионер дружинин канашне, кăкăрĕ çинче комсомол значокĕ ялкăшма тытăнсан шкулти пуçламăш организацине ертсе пынă. Занятисем хыççăн киле таврăнсан та ахаль ларман — уроксене хатĕрлесе пĕтерсенех, Тимур отрячĕн командирĕ пулнă май, шефа илнĕ ватă çынсене кил-тĕрĕшре пулăшма çÿренĕ. «Пионер сасси» (халĕ — «Тантăш») хаçатăн юнкорĕ те пулнă вăл.

— Пĕтĕм Раççейри активистсен «Орленок» шкулĕнче пулса курни маншăн ĕмĕрлĕхех асра юлчĕ, — ача чухнехи ырă пулăмсене куç умне кăларнă май хавхалану туйăмĕпе çунатланчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. <...>

Шкул пĕтерсен В.Иванов Шупашкарти энергетика техникумне вĕренме кĕнĕ. <...>

— Эпир пĕртăвансем пиллĕкĕн çитĕнтĕмĕр, — ачалăхне аса илчĕ Владимир Николаевич. — Аслă аппа Альбина тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕнче вăй хучĕ. Пичче Юрий Шупашкар районĕнче пурăнать, чукун çул çинчи участок пуçлăхĕ. Иккĕмĕш аппа Людмила Шăхасанти тĕп больницăра аслă медсестрара халăх сывлăхĕшĕн тăрăшать. Галина çĕршыври пĕр çар чаçĕнче службăра тăрать, тĕрĕсрех каласан — бухгалтер тивĕçне пурнăçлать. Эпĕ пурнăçра мĕн лайăххине яланах вĕсенчен вĕренсе пынă, тĕслĕх илнĕ. <...> Мăшăрăм Галина Канашри медколледж пĕтернĕренпех ялти ФАП заведующийĕнче ĕçлет. Ял халăхне тарават йышăнать, ырă сăмах эмелрен те ытларах сипленине ăнланса ăш пиллĕн сăмахлать.

Ивановсем 2 ывăл çитĕнтернĕ. Алексей Чăваш патшалăх университетĕнче строителе вĕреннĕ. Шăллĕ Евгений ашшĕн çулне такăрлатса Хусанти Туполев ячĕллĕ авиаци университетĕнче инженер пулма хатĕрленет.

Владимир Николаевич çĕнĕ должноçра темиçе уйăх кăна пулин те халăх шанăçне тÿрре кăларни куç кĕрет. <...>

— Хĕлле ялта пурăнаканăн пушă вăхăт ытларах. Уявсем те — çине-çинех. Çакна тĕпе хурса халăха концертсемпе савăнтарас тетпĕр, — терĕ малалла ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. — Çав тĕллевпе «Мерчен» пултарулăх ушкăнне çĕнĕ варкăш кĕртрĕмĕр. <...>

Пĕрин выльăхĕ кÿршин çĕмрĕк карталлă пахчине кĕнĕ, иккĕмĕшĕн ирĕкре чупса çÿрекен йытти камăнне те пулин путекне туртса çурнă — сахал-и ялта пĕр-пĕринпе ятлаçмалли сăлтав! Çĕр ыйтăвĕ те, сĕт хакĕ те тавлаштарать. Е тата картана чикке пăсса çĕнĕрен тытнă. Кашнинчех Владимир Николаевичăн хутшăнмалла. <...> Кашнинпех тимлĕ паллашмалла, вăхăтра та икĕ еншĕн те юравлă татса памалла. <...> Тулли верси...

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.