Комментари хушас

24 Чÿк, 2017

Ултавпа Чăнлăх

ПĔРРЕМĔШ ПАЙĔ

РЕВТРИБУНАЛ ПРЕДСЕДАТЕЛĔ

...Юлташăмсем, тăххăрмĕш хум —

Юлашки хум çапать хаяррăн!

Тăрсамăр пурте вырăна,

Вăрçма хатĕрленер патваррăн!

Çеçпĕл Мишши.

Шупашкара, Автономиллĕ Чăваш облаç ревкомне çыру янă хыççăн Çеçпĕл хăйне Рубикон шывĕ урлă каçнă авалхи Рим полководецĕ Цезарь пек туйма тытăнчĕ. Хăйне хирĕçлеме тытăннă Рим çине тапăнса кĕме хатĕрленнĕ Цезарьшĕн Рубикон шывĕ урлă каçсассăн каялла каймалли çул çук. Çавăн пекех Çеçпĕлшĕн те каялла çул çук ĕнтĕ: унăн епле пулсан та Шупашкара çитмелле. Юлташĕсем те, Нуççă та, никам та ăна текех кунта тытса тăраяс çук.

Çеçпĕл вĕçĕмсĕр Шупашкартан мĕнле те пулин хыпар килессе кĕте пуçларĕ. Анчах хыпарĕ çаплах çук та çук. Ара, нумаях та вăхăт иртмен ĕнтĕ, çапах та кĕтекеншĕн кашни самант талăкăн туйăнать пуль çав...

***

Парти Укомне васкавлăн чĕнни Çеçпĕлшĕн питĕ кĕтмен хыпар пулчĕ. Вăл Шупашкартан чĕнсе хăй патне çыру килет пуль тенĕччĕ. Анчах шупашкарсем Теччĕри РКП/б/ организацине хут янă иккен. Унта Михаил Кузьмич Кузьмина Автономиллĕ Чăваш 4

облаçне ĕçе вырнаçма яма ыйтаççĕ.

Уком председателĕ, яштака пÿ-силлĕ çăлтăр куçлă самаях çулланнă çын, Çеçпĕле Шупашкартан ярса панă хута вулаттарчĕ те шелленĕн:

— Михаил Кузьмич, — терĕ, — пĕлетĕр ĕнтĕ, эсир пире те кунта питĕ-питĕ кирлĕ. Анчах тин чăмăртанакан Автономисен парти организацийĕсем ыйтнине эпир хирĕçлеме пултараймастпăр. Парти пире çапла хушнă. Автономисенчи парти организацийĕсене çирĕплетмелле. Çавна шута хурса, эпир сире Шупашкара, Автономиллĕ Чăваш облаçĕн парти организацин кадрĕсен шутне тухса кайма хут туса хатĕрлерĕмĕр. Тÿрех, ним пытармасăрах калатăп. Ярасшăн марччĕ эпир сире. Икĕ хутчен сире яма ыйтса Шупашкартан çыру килчĕ. Ярас мар тенипе эпир сире вĕсем çинчен пĕлтермерĕмĕр те. Халь вара, виççĕмĕш хут çакăн пек çыру килнĕ хыççăн, текех чарса тăраймастпăр. Ăнланатпăр, Чăваш Автономиллĕ облаçне эсир чăннипех те питĕ кирлĕ. Тепĕр хут калатăп, кирлĕ хут туса хатĕрлерĕмĕр. Акă, çак хут сирĕншĕн çул кăтартса пыракан маяк пултăр, — пичет пуснă хута тыттарчĕ Çеçпĕле. — Хăçан тухса каяс тетĕр Шупашкара?

— Пĕтĕмпех туса пĕтермен ĕçсем те пурччĕ-ха, — иккĕленсе илчĕ Çеçпĕл. — Пĕтĕм туса пынă ĕçсенчен татăлса, хăпăл-хапăлах тухса кайма йывăр.

— Шупашкарсем питĕ васкатаççĕ. Ытла нумай тăсма юрамасть, — терĕ Уком председателĕ. — Вĕсене ăнланатăп эпĕ. Наци кадрĕсем тупасси хальхи вăхăтра пĕрре те çăмăл мар,

— Юрать, эппин, вăхăта тăсмăп, — çирĕппĕн хуравларĕ Çеçпĕл. — Ыран е тепĕр кун кунти ĕçсене пĕтеретĕп те çула тухатăп.

— Тĕрĕс, — килĕшрĕ Уком председателĕ. — Эльмене салам калăр. Эпĕ ăна лайăх пĕлетĕп. Хусанта темиçе те тĕл пулса калаçнă.

Ку вăл 1920 çулхи çурла уйăхĕ вĕçленсе пынă чухне пулчĕ.

***

Шупашкара Çеçпĕл çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче ирхине пăрахутпа килсе çитрĕ. Чи малтан, паллах, хăйĕн Теччĕре пĕрле ĕçленĕ тусĕсемпе курса калаçас терĕ, çавăнпа вăл пăрахут çинчен тухсанах малтан комсомол обкомне кайрĕ.

Комсомол обкомĕ Атăл хĕрринчех, пысăк мар пĕр хутлă анăçалла пăхакан чÿречесемлĕ çуртра вырнаçнă.

Хăйĕн тусне Василий Дмитриев питĕ савăнса кĕтсе илчĕ.

— Эсĕ килмеллине пĕлеттĕм, — терĕ вăл Çеçпĕле ыталаса илсе. — Эльмен сан пирки пирĕнпе те, урăхла каласан, манпа та, Каштанов Мишшапа та калаçрĕ. Питĕ пысăк ĕç шанса парасшăн вăл сана. Революциллĕ трибунала ертсе пыма.

Ку сăмахсене илтсессĕн Çеçпĕл тарăн шухăша кайрĕ.

— Революциллĕ трибунал, — терĕ кăштахран. — Чăнах та, ку вăл калама çук пысăк та питĕ яваплă ĕç. Революциллĕ трибунал вăл — революци çĕнсе илнĕ çитĕнÿсене сыхлакан хĕç.

Тарăн шухăша кайса Çеçпĕл чÿрече патне пырса тăчĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.