Ĕлĕк чăвашсем Турра мар, киремете пуççапнă, ăна чĕрĕ парне панă. Тури Панкли ялĕ икĕ вар пĕрлешнĕ вырăнта, улăх-çаран çинче вырнаçнă. Ăна "Хĕр чÿк" ятпа асăнаççĕ.
Хĕлле сад-пахча канура, унта çуркуннеччен мĕн ĕç пултăр текен сахал мар пирĕн хушăмăрта. Улма-çырла йывăçĕсене те хăшĕ-пĕри çуркунне шыв-шур типсен шуратма пуçлать вĕт, тепри шуратмасть те.
Тухăçа ÿстерес тесе пахчаçимĕçе калчаран лартса çитĕнтеретпĕр. Пăрăçпа баклажан вăрах аталанаççĕ, çавăнпа вĕсене нарăс уйăхĕнчех акмалла. Хăшĕ-пĕри, тен, акнă та. Хальлĕхе кун çути кĕскерех, хĕвеллĕ кунсем те сахалрах, çавăнпа калчана хушма çутăпа тивĕçтермелле.
Килте ăсталамалли инкубаторпа кăсăклантăм. Туса пăхасшăн. Хур çăмартине хума та юрăхлă-ши вăл? Инкубатора хунă чăх çăмартине кунне миçе хутчен çавăрмалла, температура мĕнлерех пулмалла? Сывлăш нÿрĕклĕхĕ миçе процент кирлĕ?
Петр КОНСТАНТИНОВ.
Шупашкар районĕ.
Инкубатора чăх е хур çăмарти хурасси çăмарта хумалли лотокпа çеç çыхăннă. Хур çăмарти пысăкрах, лампочкăпа çăмарта хушши 17 сантиметртан пĕчĕк ан пултăр.
Мăян лебеда. Çак курăкăн темиçе тĕсĕ ÿсет пирĕн тăрăхра. Ăна ятарласа акса çитĕнтерме те кирлĕ мар. Пулăхлă тăпрара аван çитĕнекенскерне пахчасенче час-часах курма пулать. Çырма-çатрара, çул хĕррисемпе, çÿп-çап куписем çывăхĕнче те ÿсет вăл, çумкурăк тесе чылай чухне тăпăлтарса пăрахатпăр.
Мăяна авалтанпах апатра анлă усă курнă. Çамрăк ÿсен-тăрана яшкана янă, вĕрилесе йÿçеклĕхне кăларсан салата хушма аван. Ăна хĕл валли пуçтарса тăварланă, йÿçĕтнĕ, типĕтнĕ.
Нумаях пулмасть Чăваш наци библиотекинче Раççей çар мухтавĕн кунĕсене халалланă «Астăвăмăн сÿнми çулăмĕ» форум иртрĕ. Ăна Ленинграда блокадăран ирĕке кăларнăранпа 73 çул, Сталинград çапăçăвĕ пулнăранпа 74 çул çитнине халалланă. Тĕлпулăва çак хуласене хÿтĕленĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеран-фронтовикĕсем, блокадăри Ленинградра пурăннисем, хулари ветерансен союзĕнче тăракансем, вĕренекенсемпе студентсем хутшăнчĕç.
«Çĕр çинчи çынсем туслă пурăнсан пур çĕрте те мирлĕ пурнăç пулĕччĕ, хирĕçÿ-харкашупа ăнланманлăх валли вырăн пулмĕччĕ», — теççĕ уйрăлми туссем Милена Петровăпа Аня Михеева пĕр-пĕрин çине ăшă йăл кулăпа пăхса.