Пăрăç акатпăр

Тухăçа ÿстерес тесе пах­ча­çимĕçе калчаран лартса çитĕнтеретпĕр. Пăрăçпа баклажан вăрах аталанаççĕ, çавăнпа вĕсене нарăс уйăхĕнчех акмалла. Хăшĕ-пĕри, тен, акнă та. Хальлĕхе кун çути кĕскерех, хĕвеллĕ кунсем те сахалрах, çавăнпа калчана хушма çутăпа тивĕçтермелле.

Ир пулакан сортсем хăвăртрах аталанаççĕ. Вĕсене шăтса тухнăранпа 60 куна яхăн килте тытмалла. Эппин, çу уйăхĕн пуçламăшĕнче калчана йăран çине куçарса лартмалла. Анчах çав вăхăт тĕлне çанталăк çителĕклĕ ăшăнса çитет-и? Теплицăна лартас пулсан ку ыйтупа чăрманма тивмĕ. Тÿрех ирĕке лартмалла пулсан çанталăк çителĕклĕ ăшăтмасăр май килмĕ. Эппин, вăрлăха калчалантарма акнă чухне çавна шута илмеллех.

Пăрăç валли тăпра кăпка, хăйăрлă пулмлала. Пĕр пай пахча тăпри, пĕр пай лайăх çĕрнĕ тислĕк, хăйăр, кĕл хушмалла. Акмалли тăпра пит пулăхлă мар пулсан та аптрамасть. Калчана пайласа лартнă чухне пулăхлă тăпра пулни аванрах.

Пăрăçа пĕрер пĕрчĕн, тÿрех хатĕр савăтсене акас тесен акмалли вăхăта кăшт каяраха хăвармалла. Пуш уйăхĕн пĕрремĕш вунăкунлăхĕнче аксан шăпах çĕртме уйăхĕ тĕлнелле куçарса лартма хатĕрленсе çитет.

Вăрлăха туяннă чухне пирĕн тăрăха юрăхлине суйламалла. Хăвăрт тата вăтам вăхăтра пулаканнисенчен çимĕç нумайрах илме май пулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.