Кĕмĕл саслă «Трак ен»

16 Нарăс, 2017

Чăваш çынни çĕр пин юрă çĕршывĕнче пурăнни хăех темĕнле асамлăх тĕнчин хăйнеевĕр ÿкерчĕкне куç умне кăларать. Чăваш уявра кăна мар, ĕçре те юрланă, ачи-пăчине уралантарнă чухне те пепкине унпа «ачашланă», хăйĕн хуйхи-суйхине юрă кĕвĕ-çемминче пусарнă… Ахальтен мар мĕн авалах ваттисем «Лайăх юрă кулач çине пыл сĕрсе çининчен те ирттерет», — тесе каламан пуль çав.

Чăннипех те çапла ĕнтĕ. Лайăх йăла кивелмест тенешкел, лайăх юрă та нихăçан ватăлмасть. Вăл çунат та хушать, хăйĕн пуянлăхĕпе, мăнаçлăхĕпе чун-чĕрене вырнаçать. Апла пулсан унти тасамарлăха тымарĕмĕ-мĕнĕ кăкласа тула кăларать, ватлăх çулĕсене манăçтарать.

Сăмах çăмхи сÿтĕлет те сÿтĕлет. Манăн та çак çынпа калаçас килсех тăрать. Калаçнăçем сăмаххи вара тупăнсах пырать. Шыв юххи пек вăл. Çак сăмахсене эпĕ Красноармейскинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Трак ен» халăх фольклор ушкăнĕн илемлĕх ертÿçипе Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Николай НИКОНОРОВПА калаçнă вăхăтра тепĕр хутчен туйса илтĕм. «Трак ен» халăх фольклор ушкăнне йĕркеленĕренпе кăçал раштав уйăхĕнче чĕрĕк ĕмĕр çитет. Калама çук илемлĕ, хăш чухне шавласа та тепĕр чухне тÿлеккĕн шăнкăртатса юхакан Çавалпа Шетмĕ шывĕсен тăрăхĕнче пурăнакансен юрри-кĕввине, йăли-йĕркине сцена çине кăларса савăнтарас тĕлĕшпе мĕн чухлĕ вă хуман вăл? Ял çынни пултаруллă. Ку каламасăрах паллă. Ĕçре кăна мар, юрă-ташăра та. Анчах унпа татах та интереслентерсе яма пĕрре те çăмăл килмест, фольклор ушкăнне хутшăнакансене музыка чĕлхине туйма вĕрентесси те ансат мар.

Ушкăн пилĕк çула яхăн «Йыхрав» ятпа çÿренĕ. Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть — шав малалла васкать. Вунă çул каялла фольклор ушкăнĕн тилхепине тытса пыма, халăха юрлаттарас-ташлаттарас ĕçре тăрăшма çамрăк Николай Никонорова шанаççĕ. Районти Çĕньял Чуракасси ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă Николай Михайлович тăван йыша çĕнĕ варкăш илсе килнĕ. Кĕçех ушкăн та хăйĕн ятне улăштарнă. Вăл «Трак ен» ятпа халăхра ырă ята тивĕçнĕ.

Александра Гавриловнăпа Николай Михайлович çемйинче Николай ªтăхăр ачаранº саккăрмĕшĕ. Ашшĕ çамрăклах ачисене тăлăха хăварнă. Хуçалăхри пĕтĕм ĕç амăшĕ çине тиеннĕрен ачисем те юратнă çыннине май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Туçи Чуракассинчи сысна ферминче иртен пуçласа каçчен вăй хуракан амăшне пушă вăхăт тупса пулăшма çÿренĕ. Çакăншăн юратнă çынни тем пекех савăннă. Санькка аппана тăлăх-туратсене ура çине тăратма, тумлантарса тутă çÿретме пĕрре те çăмăл килмен. Куç хупман каçсем те пайтах пулнă, чун пĕрчисем чирлесен вĕсен умĕнчен кайман самант та çителĕклех. Апла пулин те Никоноровсем пуç усман, малаллах ăнтăлнă. Шкулта кашни тăрăшса вĕреннĕ, мĕнпур мероприятие хутшăннă, хăйсен тавракурăмне анлăлатнă.

Николай та шкул хыççăн Шупашкарти Герман Лебедев ячĕллĕ лицейра, унтан тĕп хулари Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче, Хусанти патшалăх консерваторийĕнче, республикăри культура институтĕнче вĕренме май тупать.

«Коля ывăлăм хамах хыврĕ пулас. Манăн анне те, хам та юрра-ташша çывăх, чунтан юрататпăр вĕсене», — теме юратнă Санькка аппа хăй пурăннă чухне.

Нумай тăрăшать Николай халăха пĕтĕçтерсе пĕрле ĕçлессишĕн, Трак тăрăхĕнчи юрăсене шăрантарассишĕн, вĕсене ламран-лама пулас ăру валли упраса хăварассишĕн. «Халăх сурать — кÿл тăвать, пĕччен сурать — типсех пырать», — теççĕ ваттисем. Маттур çамрăк тăрăшса ĕçлет, халăх пултарулăх ушкăнне йĕркелесе яма кăна мар, йышăн ятне-сумне ÿстерме те вăй-халне шеллемест. Çапла майпа 2001 çулта коллектива халăх пултарулăх ушкăнĕ тесе хисеплĕ ят параççĕ.

Маттур çамрăка пур çĕрте те асăрхаççĕ. Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕн президенчĕ А.Архипов Николай Никонорова хăйсен тăрăхне ĕçлеме йыхравлать. Вут-çулăмлă чĕреллĕ çамрăк кунта тĕпленнĕ ентешсен пултарулăх «арчине» уçас тĕллевпе унта ĕçлеме килĕшет. Нумай ĕç тăвать вăл, вăйне шеллемест. Анчах мĕн тăвăн? Тăван ен, çуралнă тăрăх хăй патнех туртать. Асăмран каймаççĕ Шетмĕпе Çавал, ял-хурăнташ, тăван уй-хир… Çĕпĕр тăрăхĕнчен таврăнать те Красноармейскинчи искусствăсен шкулĕн коллективне ертсе пыма тытăнать. Трак вăтам шкулĕнче вĕренекенсене юрă тĕнчине пĕрремĕш утăмсем тума та хăнăхтарчĕ. Паян вара Николай Михайлович районти Культура çурчĕн ертÿçи те, фольклор ансамблĕн илемлĕх ертÿçи те.

Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче «Трак ен» хамăр тăрăхра çеç мар пулнă. Унăн юррисене республикăн чылай районĕнче, Тутарстанпа Мари Эл республикисенче, Чулхула облаçĕнче пурăнакансем те итлесе хакланă. Паян та Тюмень облаçĕнчи чăвашсемпе туслă çыхăнура Трак артисчĕсем.

Хастар йышăн репертуарĕ пуян. Анчах унпа çеç лăпланса лармаççĕ вĕсем. Шыраççĕ, пултарулăх «çÿпçине» çĕнĕ юрăсем кĕртеççĕ. Йышри артистсен ăсталăхĕпе тăрăшулăхĕ те ÿссе пырать. Концертсенчи кашни юрă, кĕвĕ, ташă чун-чĕрене тыткăнлать, мăнаçлăхĕпе хăпартлантарать. Тата кашни йăла-йĕрке, уяв хăйĕн асамлăхĕпе паха-çке.

Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуç пикипе Антонинăпа пĕрлешсен вĕсен юрă-ташă тĕнчи пушшех те пуянланать.

— Пирĕн тăрăхра та поэзие, музыкăна кăмăллакан чылай, — тет паян Антонина Никонорова. — Мана музыка тĕнчин алăкне уçма чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ольга Анисимовна Малова пулăшрĕ. «Санăн, Тоня, турă пани пĕтĕмпех пур. Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине кайса пăхма сĕнетĕп», — тетчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех сцена çинчен анма пĕлмен эпĕ. Ÿкерме юратнă, стена хаçачĕн редакторĕ те пулнă. Училищĕн фольклор уйрăмĕнчен вĕренсе тухрăм, алла диплом илтĕм.

«Ĕмĕр пурăн — ĕмĕр вĕрен», — теççĕ. Çак сăмахсене ялан асра тытнă кил хуçи хĕрарăмĕ. Ĕçленĕ хушăрах экономиста вĕренсе тухать.

Аслă ăру çыннисем пĕлсе те тĕрĕс, виçевлĕ калаçнă. Вĕсен кашни сăмахĕ ахах вырăнĕнчех. «Улми йывăççинчен аякка ÿкмест» тенĕрен çак пуян сăмахсем Никоноровсен ачисене те çывăх. Трак вăтам шкулĕн тăваттăмĕш класĕнче пур предметпа та аван вĕренекен аслă ывăлĕ Миша мĕн тери маттур! Арçын ача шкулти пĕр мероприятирен те пăрăнса юлмасть. Спортпа туслăскер сĕтел çи теннис кружокне çÿрет, каратэ секцийĕнче ÿт-пĕвне çирĕплетет. Пĕрремĕш класри Катя районти искусствăсен шкулĕн музыка уйрăмĕнче ăсталăхне ÿстерет, туптать. Район центрĕнчи «Çеçпĕл» ача садне хаваспах çÿрекен Ярослав та аслисенчен юлмасть. Вĕсемпе пĕрлех сцена çине тухать, куракансене савăнтарать.

Кăçал çулталăк пуçламăшĕнче Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче «Иксĕлми çăлкуçсем» радиоконкурсăн иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿ концерт-фестивалĕ иртрĕ. Çак пысăк уявра çемье ушкăнĕсен конкурсĕ те пулчĕ. Унта Тутарстанри Аксу районĕнчен килнĕ «Хĕр Якку», Красноармейски районĕнчи «Несĕл» ушкăнсем тупăшрĕç. «Несĕлте» Николайпа Антонина Никоноровсен çемйи, ачисем Миша, Катя, Ярослав, мăшăр енчи тăванĕсем /пурĕ вунпĕрĕн/ хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Куракансем вĕсен юрри-ташшине тăвăллăн алă çупса, хаваслă кăмăлпа ăшшăн йышăнчĕç. Тупăшура туслăх çĕнтерчĕ.

Паян та ав Çавалпа Шетмĕ тăрăхĕпе «Трак енĕн» юрри-кĕвви янăрать. Çак тăрăхра çеç те мар, республикăра та, унăн тулашĕнче те халăх кăмăллакан, чунтан юратакан пултаруллă артистсен çепĕç сасси сарăлать, такмакĕсем чуна çĕклеççĕ…

Çапла, Никоноровсен маттурлăхĕ таврара пурне те савăнăç кÿрет. Кĕмĕл саслă «Трак ен» кашни çын чунĕнче хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупнăран пулса пырать йăлтах.

Татьяна БОРИСОВА.

Красноармейски районĕ,

Красноармейски.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.