Комментари хушас

16 Нарăс, 2017

Пурте туслă пурăнсан…

«Çĕр çинчи çынсем туслă пурăнсан пур çĕрте те мирлĕ пурнăç пулĕччĕ, хирĕçÿ-харкашупа ăнланманлăх валли вырăн пулмĕччĕ», — теççĕ уйрăлми туссем Милена Петровăпа Аня Михеева пĕр-пĕрин çине ăшă йăл кулăпа пăхса.

Пуçласа парта хушшине ларсанах пĕр пек кăсăкланусем пуррине, пĕр-пĕрне лайăх ăнланнине туйса илнĕ хĕр пĕрчисем. Çав самантран вĕсен туслăхĕ çирĕпленсе çеç пынă. Шкул пурнăçĕнче пултарулăхпа палăраканскерсем районти «Хастар» физкультурăпа спорт комплексĕнче пĕрлештернĕ волейбол ушкăнĕнче выляççĕ. Ăмăртусене те тăтăшах хутшăнаççĕ. Нумай пулмасть урăх ял хĕрачисен волейбол ушкăнĕпе тĕл пулса тупăшнине, çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнине хăпартлансах пĕлтерчĕç юлташсем.

Миленăпа Аня спортпа питĕ туслă. Волейболра кăна мар, футболра, йĕлтĕрпе чупассинче маттур. Спорт çирĕп сывлăх çăлкуçĕ пулнине аван пĕлеççĕ вĕсем. Унсăр пуçне уроксем хыççăн ташă кружокне ăсталăхне туптама васкаççĕ.

— Ташлама вĕренни, тĕрлĕ хăнăхтару кĕлетке пиçĕлĕхне, çаврăнăçулăха аталантарма май парать. Туслăха та ытларах çирĕплетет, — кăмăллăн калаçать Милена.

«Туслăха упрас тесен мĕн тумалла?» — тесе ыйтсан çапла хуравларĕç хĕр пĕрчисем:

— Туслăх кунсеренех çирĕплентĕр тесен пĕр-пĕрне пулăшмалла, хавхалантармалла, кÿрентермелле мар. Ун пек пулса тухрĕ тĕк çийĕнчех каçару ыйтмалла. Тата яланах пĕр-пĕрне хÿтĕлемелле, кирлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшма тăрăшмалла.

«Тантăш» вулаканĕсене те Аньăпа Милена хăйсем пек килĕштерсе пурăнма, хаваслă кăмăл, телей сунчĕç.

Нина ЦАРЫГИНА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ,

Мăн Этмен шкулĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.