«Ун пеккине çамрăксем ан курччăр»
Нумаях пулмасть Чăваш наци библиотекинче Раççей çар мухтавĕн кунĕсене халалланă «Астăвăмăн сÿнми çулăмĕ» форум иртрĕ. Ăна Ленинграда блокадăран ирĕке кăларнăранпа 73 çул, Сталинград çапăçăвĕ пулнăранпа 74 çул çитнине халалланă. Тĕлпулăва çак хуласене хÿтĕленĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеран-фронтовикĕсем, блокадăри Ленинградра пурăннисем, хулари ветерансен союзĕнче тăракансем, вĕренекенсемпе студентсем хутшăнчĕç.
Пысăк форума пуçтарăннисене саламлама Шупашкар хула пуçлăхĕ Ирина Всеволодовна Клементьева; Хĕç-пăшаллă Вăйсен тата законлăха сыхлакан органсен, вăрçă, ĕç ветеранĕсен Республика Канашĕн председателĕ Генрих Геннадьевич Васильев килсе çитрĕç. Тĕп хăнасем — Ленинградпа Сталинград хÿтĕлевçисем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеран-фронтовикĕсем.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тÿссе ирттернисем каласа панине итлеме тÿр килчĕ çак кун. Вĕсен ачалăхĕ мĕн тери пысăк йывăрлăхра иртнĕ-çке. Асаилĕвĕсем халĕ те чĕрĕ, чĕресенче ĕмĕр тÿрленми суран хăварнă.
Хăрушă та асаплă вăхăтсене астăвăмра тепĕр хут çавăрттарма, паллах, çăмăл мар. Тĕлпулу хăнисенчен чылайăшĕ залра ларнă вăхăтра куççульне шăла-шăла типĕтрĕ, сăмах илсен вара хумханăвне пытараймарĕ. Çав шутра — Сталинград çапăçăвне хутшăннисем те. Вăрçă пуçланнă вăхăтра епле çамрăк пулнă-çке вĕсем!
Александр Петрович Зимин — Ленинград хÿтĕлев-çисенчен пĕри. Вунçичĕ çултах çар ретне тăнă вăл. Ленинградран çичĕ çухрăмра вырнаçнă сăнав пунктĕнче связист пулнă, хулана ал тупанĕ çинчи пек пăхнă, блокадăри Ленинграда икĕ хутчен кĕнĕ, блокадăна илсе пăрахнă хыççăн хулана кĕмесĕрех тăшмана каялла хăваланă.
Александр Васильевич Рыбаков та Сталинград çапăçăвне хутшăннă. Ăна 1941 çулта, 10-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра вырăс чĕлхи урокĕнчен çара чĕнсе илнĕ. 1942 çулта Сталинграда хÿтĕлеме полк разведкине янă. Вăл хаяр çапăçусене хутшăннă, аманнă, «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» медале тивĕçнĕ. Унтан Орел хулине штурмланă, Сож тата Днепр юханшывĕсем урлă çапăçса каçнă, Белорусси çĕрне тата Тухăç Пруссине ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, Бранденбург районĕнче çапăçнă, Хĕрлĕ çăлтăр орденне, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «Ĕç ветеранĕ» медальсене тивĕçнĕ.
Петр Николаевич Теплов — полковник. Çара ăна 1941 çулта чĕнсе илнĕ. Связист-линейщик пулнă вăл. Великие Луки хулине ирĕке кăларнă, 3-мĕш пысăк пĕлтерĕшлĕ çар дивизийĕн тытăмĕнче тăшмансене Сталинграда тапăнма памасăр тытса тăнă. Калинин, Смоленск облаçĕсенчи тата Белоруссипе Латви çапăçăвĕсене хутшăннă. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе виçĕ хутчен, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе икĕ хутчен, Ленин орденĕпе тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе чысланă.
Шупашкарти 62-мĕш шкул вĕренекенĕсем хăрушă вăхăтсем çинчен калакан документлă фильмпа паллаштарчĕç. 1941-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче пуçланса 1944-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕччен пынă блокада 872 куна тăсăлнă. Таня Савичева пирки пĕлетпĕр ĕнтĕ. Анчах блокадăри Ленинградра вăл кăна кун кĕнеки çырса пыман. 16 çулти Лена Мухина та кунсерен мĕн тÿссе ирттернине çырсах тăнă.
Блокадăра пурăннисем хăйсен асаилĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Зинаида Ивановна Якимова хăйĕн пурнăçĕ пирки сăвăласа каласа кăтартрĕ. Лариса Ивановна Лермонтова та сăмах илчĕ:
— Вĕренекенсем маттур, вăрçă çинчен питĕ лайăх документсем пуçтарнă, тĕрĕс кăтартса панă, — терĕ вăл. — Çавнашкал асап витĕр тухма хальхи ăрăва Турă ан хуштăрах. Çĕнĕ 1942 çула Гитлер Ленинградра кĕтсе илме палăртнă, офицерсене йыхрав хучĕсем те панă. Анчах унăн ĕмĕчĕ пурнăçланайман. Пирĕннисем хулана тăшмана паман. Тем те курнă-çке вĕсем çав вăхăтра! Пĕр хĕрарăм каласа панине илтнĕччĕ. Блокада вăхăтĕнче вăл, çамрăкскер, ĕçе кайнă чухне пĕр çурт умĕнче арçын выртнине асăрханă. «Хĕрĕм, ура çине тăма пулăш-ха», — тенĕ лешĕ вăйсăр сасăпа. Хĕр ăна çĕкленме пулăшнă. Ĕçрен таврăннă чухне вара çав вырăнтах хайхи арçын виллине курнă. Çапла вилсе каякансем нумай пулнă. Вăрçă пуçланнă чухне эпĕ виççĕре кăначчĕ. Çавăнпа нумаях астумастăп, паллах. Макăрнă-ши, çук-ши… Аннене питĕ кĕтнине астăватăп. Вăл çимелли илсе килетех тесе лăплантараттăм хама. Анчах вăл килмерĕ, бомбежкăна лексе вилнĕ. Çакна кайран документсенчен пĕлтĕм, 1943 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче.
— Раççее нихăçан та никам та çапса хуçайман, — терĕ Генрих Геннадьевич Васильев та иртнине ĕмĕрех асра тытмаллине палăртса.
Çапла, Раççей хăйĕн историйĕнче темĕнле йывăрлăх витĕр те тухнă, анчах нихăçан та парăнман. Выçлăха та, шартлама сивве те тÿссе ирттернĕ. Çавăнпах пулĕ паянхи кун йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çĕршывсене пулăшмасăр та пултараймасть, мĕншĕн тесен вĕсен асапне аван ăнланать.
Иртнине асра тытнă май пирĕн, çамрăксен, çĕр çинчи тăнăçлăхшăн тăрăшасчĕ. Вăрçă никама та савăнăç кÿмест-çке…
Лариса ПЕТРОВА.