Archive - 2017 - Хыпар
февраль 17th
Кристина Кускова - Олимп фестивалĕн çĕнтерÿçи
Шăнман пăр çине лартайса хăвараççĕ
Ют укçана хăйсен тумашкăн ултавçăсем мĕнле кăна мелпе усă курмаççĕ! Вĕсен фантазине Уголовлă кодексăн хаяр санкцийĕсем те чараймаççĕ. Интернет аталаннă май ултавçăсем пушшех иртĕхеççĕ.
Суя чаршавĕ сирĕлнĕ
Çутă ĕмĕтлисен çĕршывне пуянрах тăвассишĕн...
Николай Ишентей ку чухнехи чăваш литературинчи сумлă ятсенчен пĕри. 64 çул каялла Çĕрпÿ районĕнчи Тури Шурçырма ялĕнче çуралнă. Чăваш ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ пухнă, çарта пулнă. Производствăра вăй хунă вăхăтрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăсне туптанă. Пурнăçăн вун-вун авăкĕнче хăйне тĕрлĕ ĕçре тĕрĕсленĕ. Çав тапхăртах пултарулăх лаççинче те чылай çитĕнÿ тунă, вулакана 20 ытла кĕнеке парнеленĕ. Вăл — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ. «Литературăллă Чăваш Ен — чи лайăх вуланакан кĕнеке» конкурсра унăн кĕнекисем тăватă хутчен малти вырăна тивĕçнĕ. Ачасемпе çамрăксем валли çырнă кĕнеке алçырăвĕсен республикăри конкурсĕн çĕнтерÿçи. Хальхи вăхăтра çыравçă «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлет, «Капкăн» кулăш журналне редакцилет.
Паянхи ăру ветерансен опычĕпе усă куртăр
Красноармейски салинче 1968-1998 çулсенче район экономикине аталантарма хастар хутшăннă Николай Петрович ПЕТРОВ пурăнать. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн, чылай медаль кавалерĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ пĕлтĕр 76 çул тултарчĕ. Трак тăрăхĕнче ăна пĕлмен çын çук. Выльăхран продукци туса илессипе питĕ нумай пĕлет, анлă тавракурăмлă. Ферма ĕçченĕсене ырă сĕнÿсем парас тĕллевпе ĕçĕнче пухнă паха опычĕпе паллаштарма килĕшрĕ.
февраль 16th
"Хресчен сасси" 6 (2644) №. 16.02.2017
Çуракине кĕтет ĕçчен
Çуркунне çывхарнă май хуçалăхсенче хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. Акă Патăрьел районĕнчи "Батыревский" пĕрлешÿре те ĕç шавĕ самантлăха та лăпланмасть. Тĕрĕссипе, механизаторсем техникăна хĕлĕпех юсанă. Çавна май культиваторсемпе сеялкăсене пĕтĕмпех хатĕрлесе çитернĕ. Çав шутрах сÿресене те.
Пахча та тупăш кÿрет
Вăрман хуçалăхĕн питомникĕнче те вăл сахал мар калча ÿстернĕ. Унăн алли витĕр чăрăш, хыр, çăка, юман хунавĕсем тухнă. Халĕ те Канаш районĕнчи Маякра пурăнакан Галина Малова пĕр вĕçĕмсĕр калча çитĕнтерет, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, выльăх кăшманĕн вăрлăхне хатĕрлет. "Санран туянсан çимĕç тутлă пулать", — теççĕ ял çыннисем. Çавăнпа лавккана чупиччен вăрлăха унран илме тăрăшаççĕ.
Тĕнчипе паллă Асламассем
Мĕскĕн халăх пулас мар
Пĕлĕшĕн ачи чăваш ялĕнче пурăнать пулсан та ял çыннисемпе вырăсла калаçни тарăн шухăша ячĕ. Ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ те чăвашсемех, йăх тымарĕсенче те ют наци çынни çук. Ăçта çитсе тухрăмăр капла? Мĕншĕн тăван чĕлхене хисепрен кăларса вырăсла калаçма пуçларăмăр? Тен, чĕлхе историне, культурăна пĕлменни, тавракурăм ансăрри, атте-аннене, тăван халăха хисеплеменни çак утăма тума хистет. Мĕн каланă пулĕччĕç-ши пире ку тĕлĕшпе несĕлĕмĕрсем?