Комментари хушас

16 Нарăс, 2017

Мĕскĕн халăх пулас мар

Пĕлĕшĕн ачи чăваш ялĕнче пурăнать пулсан та ял çыннисемпе вырăсла калаçни тарăн шухăша ячĕ. Ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ те чăвашсемех, йăх тымарĕсенче те ют наци çынни çук. Ăçта çитсе тухрăмăр капла? Мĕншĕн тăван чĕлхене хисепрен кăларса вырăсла калаçма пуçларăмăр? Тен, чĕлхе историне, культурăна пĕлменни, тавракурăм ансăрри, атте-аннене, тăван халăха хисеплеменни çак утăма тума хистет. Мĕн каланă пулĕччĕç-ши пире ку тĕлĕшпе несĕлĕмĕрсем?

Эпир авалхи халăх шутланатпăр. 13-мĕш ĕмĕрте монгол-тутарсем чăвашсен 80% пĕтернĕ. Апла пулин те çĕнĕрен хунав ярса хăй чĕлхине упраса хăварма пултарнă вĕт-ха халăх! Çав вăхăтрах çĕр çинчен мĕн чухлĕ наци пĕр йĕрсĕр çухалнă.

Чăваш нихăçан та ют халăха тапăнман, ун пурлăхне те хапсăнман, хур та туман. Вăл авалтанах хăйĕн ĕçĕпе тăранса пурăннă. Выльăх-чĕрлĕх усранă, кайăк-кĕшĕк ĕрчетнĕ, тырпул, пахчаçимĕç çитĕнтернĕ, вĕлле хурчĕ тытнă. Тĕрĕ тĕрлеме, пир тĕртме, чăпта çапма, ал ĕç тума, çăматă йăвалама питĕ ăста пулнă. Юрă-ташă хăй мĕне тăрать!

Юлашки çырав тăрăх халăх шучĕпе Раççейре пиллĕкмĕш вырăнта эпир. Шел, пушкăртсем ку тĕлĕшпе пирĕнтен иртсе кайрĕç. Халĕ 1 млн та 400 ытла чăваш пурăнать çĕр çинче. Вĕсенчен 30 проценчĕ хăй чĕлхине йышăнмасть. Ашшĕ-амăшĕ, йăх тымарĕсем чăваш пулсан камсем-ши вĕсем?

Пирĕн несĕлĕмĕрсем нихăçан та мĕскĕн пулман. Чĕлхемĕре, сăмахлăха, юрра-ташша йăхран йăха, ламран лама упраса пирĕн пата илсе çитернĕ. Мул çумне мул хушмалла чухне çак пурлăха, пуянлăха çухатса пыратпăр, мĕскĕне тухатпăр.

Хальхи вăхăтра хăш-пĕр район центрĕнчи садиксенче аслисем ачасемпе вырăсла çеç пуплеççĕ, чăвашла калаçма хушмаççĕ. Çавна май пĕчĕкскерсен тăван чĕлхене юратас туйăм майĕпен чакса пырать, юлашкинчен пачах сÿнет. Шкул çулне çитнĕ çĕре чăваш чĕлхи вĕсемшĕн чи йывăр предмет пулса тăрать. Унпа килте те калаçмасан ачасем вĕренÿре ĕлкĕрсе пыраймаççĕ.

Вырăсла, акăлчанла, нимĕçле, французла вĕрентме хапăл пулсан тăван чĕлхене мĕншĕн шута хумаççĕ? Чăвашла пĕлни ытти чĕлхене вĕренме чăрмантарать имĕш, ашшĕ-амăшне акцент тени хăратать. Чăн та, çаплах-ши вара?

Тăвансем 14 çул ытла урăх республикăра пурăнчĕç. Ялта та мар, хулара. Ачисем кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ патне хăнана килсен чăваш ачисемпе тăван чĕлхепе тĕлĕнмелле илемлĕ калаçатчĕç. Паллах, вырăсла та сăмахлатчĕç. Мăнукĕсем чăвашла калаçнăшăн питĕ савăнатчĕç ватăсем. Паянхи кун та икĕ чĕлхепе чĕвĕлтетеççĕ вĕсем.

Аслă хĕрĕм вырăс каччипе çемье çавăрчĕ, вĕсен пĕчĕк хĕр пĕрчи çитĕнет. Мăнука ÿсерехпе чăвашла калаçма вĕрентесси пирки хăта-тăхлача пĕлтерсен пĕрре те хирĕç пулмарĕç, савăнчĕç çеç.

Хирĕçлеместĕп, ачасене вырăс чĕлхине те вĕрентмелле. Мĕншĕн тесен вăл пире кун çути пекех кирлĕ. Унсăрăн çул хупă. Ытти халăхсем те ачисене вырăсла вĕрентеççĕ. Вĕсен тĕпренчĕкĕсем хăйсен чĕлхипе шыв юххи пек калаçаççĕ, ăна хисеплеççĕ, унпа мăнаçланаççĕ.

Иртнĕ çул Адыгей тăрăхĕнче пулма тÿр килчĕ. Вырăнти халăх хăйĕн чĕлхине хаклать. Вырăсла пĕлеççĕ пулин те ĕçре те, çемьере те унпа пуплет. "Ачасене пĕчĕкрен тăван чĕлхепе калаçма вĕрентетпĕр. Вĕсем наци шкулĕнче пĕлÿ илеççĕ. Кĕçĕн классенче хăш-пĕр предмета адыгей чĕлхипе ăнлантараççĕ. Ялта пурте унпа калаçнăран вĕрентекенсене те ĕçлеме çăмăл. Шухăшласа пăхăр-ха, вырăсла мĕн ăнланаççĕ çак ÿсĕмри шĕвĕрккесем? Ялтан ниçта та тухса курман ашшĕ-амăшĕ пепкине ниепле майпа та ют чĕлхене çÿллĕ шайра вĕрентеймест.

Каярахпа вырăс чĕлхи çине куçатпăр. Мĕншĕн тесен ăна тăван чĕлхе пекех пĕлмелле. Анчах вăл пирĕншĕн иккĕмĕш чĕлхе шутланать", — ăнлантарчĕç мана вырăнта пурăнакансем. Тÿрех мана И.Я.Яковлев чăваш халăхне вĕрентсе каланă сăмахсем аса килчĕç: "Ху чĕлхÿне пăрахманни вырăс халăхĕ ĕçне ултавлă туса сутни пулмасть вăл; аннĕртен вĕренсе юлнă хăвăн тĕп чĕлхÿне пăрахмасăрах вырăсăн аслă патшалăхĕшĕн ĕçлесе тăма пулать".

Кÿршĕллĕ пурăнакан тутар та хăйĕн чĕлхи çинчен начар каланине илтмен эпĕ.

Тутарстанри шкулсенче 9 тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансем çулсеренех тутар чĕлхипе экзаменсем тытаççĕ. Пирĕн республикăра ку йĕркене темиçе çул каяллах пăрахăçларĕç. Çак вĕренÿ çулĕнчен 9-мĕшсем çеç чăваш чĕлхипе экзамен тытма пуçлаççĕ, анчах пурте мар, кам суйласа илет — çавă. Тăван чĕлхепе экзамен тытнă вăхăтсенче вĕренекенсем предмета яваплăха туйса, юратса вĕренетчĕç.

Республикăра чăваш тата вырăс чĕлхисем патшалăх чĕлхисем шутланаççĕ пулсан вĕсем çине пĕрешкел пăхмалла. Ытти республикăсенче те шкултан вĕренсе тухакансем ППЭ тытаççĕ. Программăра тепĕр экзамен хушăнсан тăван чĕлхене тĕкĕнмеççĕ, урăхла майсем тупаççĕ. Чĕлхене пĕтермелле мар, ăна аталантармалли мелсем шырамалла. Çавăн чухне çеç вăл çепĕçрех, илемлĕрех янăрĕ.

Ашшĕ-амăшне вĕрентсе çапла калас килет: тăван чĕлхепе калаçса ÿсекен ача ăшпиллĕрех çитĕнет. Сире те пурнăçра хисеплесе пурăнĕ вăл. Ан пистерĕр ăна хăвăртан! Унăн чунĕнче сирĕн юн, чăваш юнĕ, чупать. Апла пулсан вăл нихăçан та вырăс та, акăлчан та, нимĕç те пулаймасть. Ăна ытти наци те йышăнмасть.

Тем каласан та чăваш хăйĕн чĕлхисĕр пурăнаймасть. Çуралнă тăрăхран темиçе пин çухрăмра пурăнсан та ăна манаймасть, уншăн тунсăхлать. Ахальтен мар нумайăшĕ ватлăхра тăван тăрăха таврăнать.

Мария ПЕТРОВА.

Тăвай районĕ,

Çĕнĕ Ишпуç ялĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.