Комментари хушас

17 Нарăс, 2017

Каялла таврăнма май пулмасан...

Ĕпхÿри П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче Максим Ивановăн — Раççей çарĕн А.В.Александров ячĕллĕ юрăпа ташă ансамблĕн солисчĕн — асăну каçĕ иртнĕ. Аса илтерер: ентеш иртнĕ çул РФ Оборона министерствин самолечĕпе Сирие вĕçнĕ чухне Хура тинĕс çийĕнчи авиакатастрофăра вилнĕ.

Асăну каçĕнче Максим Иванов юрланă юрăсем янăранă, «Нарспи» халăх ансамблĕн ветеранĕсем, шкул ачисем йăхташа хисеплесе ун репертуарĕнчи юрăсене шăрантарнă.

Максим чăваш вырсарни шкулĕшĕн ют пулман. Ĕпхÿри искусство шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтра вăл вырсарни шкулне çÿренĕ, «Нарспи» фольклор ансамблĕн концерчĕсене хутшăннă. «Ун чухне унăн сасси баритонччĕ, паян эпĕ тĕлĕнмелле илемлĕ, тенор сасса итлерĕм, — тенĕ асăну каçне хутшăннă ЧР тата ПР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Айрат Бариев. — Ку — чăн-чăн тĕлĕнтермĕш. Мĕнле-ха çапла улшăнма пултарать сасă? Вăрттăнлăхĕ Максимăн тăрăшулăхĕнче, Шупашкарти тата Мускаври педагогсем çине тăрса ĕçленинче пулĕ тетĕп».

Кунти вĕрентекенсем вăл питĕ кăмăллă тата каланă сăмаха тытакан ача пулни çинчен каласа кăтартнă. Шупашкарта тата Мускавра вĕреннĕ вăхăтра Ĕпхÿрен пыракан ентешĕсене кĕтсе илнĕ, пурăнма вырнаçтарнă, ытти енĕпе пулăшнă. Педагогсене бандерольпе вĕренÿ пособийĕсем, нотăсем ярса панă.

«Максим малтан Мускав консерваторине вĕренме кĕресшĕнччĕ, — аса илнĕ ЧР тата ПР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Кириллова. — «Нарспи» ансамбльпе Мускава та пынăччĕ, анчах çав вăхăт тĕлне унта экзаменсем вĕçленнĕччĕ. Çавăнпа Пушкăртстанри чăвашсен «Канаш» Ĕçтăвкомĕн сĕнĕвĕпе ПР Культура министерстви урлă Шупашкара вĕренме кайрĕ. Унти культурăпа искусство институчĕн студенчĕ пулса тăрсан пирĕнпе те çыхăну тытма пăрахмарĕ, Чăваш Енри театрсемпе те çыхăнусем йĕркеленĕ. Шупашкарта илнĕ опыт ăна Мускавра та, ГИТИСра вĕреннĕ чухне тата Раççей çарĕн юрăпа ташă ансамблĕнче, питĕ пулăшнă».

Асăну каçне хутшăннисем ыйтнипе Максим Иванов юрланă «Березовые сны» юрра, ăна видеопа ÿкерсе илнĕ пулнă, экран çинче темиçе хут та кăтартнă. Çар ансамблĕн солисчĕ шăрантарнă çак сăмахсене — «Когда уйду в края, откуда нет дорог, я сам навек Россией стану» — пурте куççулĕ витĕр итленĕ.

Чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ Иван Тарасов пĕлтернĕ тăрăх — шкулта Максим юрланă юрăсен пуххийĕ, унăн сăнÿкерчĕкĕсем упранаççĕ. Вăл, вырсарни шкулĕн чи пултаруллă, паллă вĕренекенĕ пулнă май, малашнехи ăрусемшĕн те ырă тĕслĕх пулĕ.

Н.ГЕОРГИЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.