Комментари хушас

17 Нарăс, 2017

Çутă ĕмĕтлисен çĕршывне пуянрах тăвассишĕн...

Николай Ишентей ку чухнехи чăваш литературинчи сумлă ятсенчен пĕри. 64 çул каялла Çĕрпÿ районĕнчи Тури Шурçырма ялĕнче çуралнă. Чăваш ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ пухнă, çарта пулнă. Производствăра вăй хунă вăхăтрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăсне туптанă. Пурнăçăн вун-вун авăкĕнче хăйне тĕрлĕ ĕçре тĕрĕсленĕ. Çав тапхăртах пултарулăх лаççинче те чылай çитĕнÿ тунă, вулакана 20 ытла кĕнеке парнеленĕ. Вăл — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ. «Литературăллă Чăваш Ен — чи лайăх вуланакан кĕнеке» конкурсра унăн кĕнекисем тăватă хутчен малти вырăна тивĕçнĕ. Ачасемпе çамрăксем валли çырнă кĕнеке алçырăвĕсен республикăри конкурсĕн çĕнтерÿçи. Хальхи вăхăтра çыравçă «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлет, «Капкăн» кулăш журналне редакцилет.

— Николай Петрович, чăваш литературипе кăсăкланакансенчен чылайăшĕ сире хăй сассине поэзире тупнă çыравçă пек хаклать. Тĕлпулусенче «Çуралман ача сасси» поэма авторĕ тесен пурте пĕлеççĕ, халăха нумай калаçтарнă çак хайлав паллашу кăтартăвĕ тейĕн. 2016 çулта сирĕн проза кĕнекисем харăсах иккĕ çапăнса тухрĕç. Епле ĕлкĕртĕр? Тата мĕншĕн прозăпа?

— Улшăну сăлтавĕ, ман шухăшпа, пултарулăх çулĕ çĕнĕ çаврăма куçнинче. Поэзи хайлавĕ туйăмсен хĕлхемĕнчен шăранса тухать тĕк, çулсем иртнĕçемĕн çав туйăм сĕвĕрĕлет. Калас шухăша чун сисĕмĕ мар, пурнăç опычĕ йĕркелеме пуçлать, ĕçлев диапозонĕ те анлăланать. Сисме­сĕ­рех проза еннелле сулăнатăн. Вăхăт иртнĕçе­мĕн пурнăçра час-час тĕл пулакан анлăрах ыйтусем канăçсăрлантарма пуç­ла­рĕç: çуралман ача шăпине уçăм­латайманни çеç мар, çуралнисене те кирлĕ пек воспитани парайман обществăн малашлăхĕ пулас çук. Акă мĕн туртса кĕчĕ мана ача-пăча литературине. Тепĕр тесен, хама поэзирен пăрăннă теессĕм килмест. Проза жанрĕпе çырăнакан произведенисенче кĕвĕллĕ сăмах çаврăнăшĕсемпе усă курни пĕчĕк вулакана илĕртет. Литературăри çак меслетпе усă курнăшăн хăй вăхăтĕнче Г.И.Федоров профессор «поэзи сывлăшĕпе сывлакан проза» тесе хакланăччĕ.

Хальтерех çапăннă икĕ кĕнекерен курăмлăраххи — «Суйласа илнисем». Кунта вуникĕ повеç пĕр хуплашка айне вырнаçнă. Ăна патшалăх пулăшăвĕсĕрех кăлартăмăр. Тĕрлĕ çулта уйрăм кĕнекен çапăнса тухнă повеçсемпе юмахсемсĕр пуçне хальччен ниçта та пичетленмен хайлавсем те вырăн тупнă унта. «Ытама кĕреймен юрату», «Чарусăр мечĕк», «Çавра кÿлĕ хĕрринче», «Хăюллă йыш»... Кашниех хăйнеевĕрлĕ темелле. «Хаваслă кăлтăрмач» повеçре, сăмахран, вĕрентÿпе воспитани, экологи ыйтăвĕсене хускатнипе пĕрлех, геройсем патшалăхпа влаç ыйтăвĕсене те ача чĕлхипе сÿтсе яваççĕ. Ман шухăшпа, ку пĕртте ытлашши мар: çитĕннисем ача-пăча тĕнчине йĕркеленинчен патшалăхăмăрăн килес çул-йĕрĕ никĕсленет.

— «Татăк тăрăллă ватă юман» по­веç алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2015 çулхи конкурсĕнче çĕнтер­нĕ. Мĕнле тĕллевпе çырăнчĕ вăл?

— Ку ыйту хуравĕ асăннă кĕнеке умсăмахĕнчех пур: «Уй варринче саркаланса ларакан Юман патне Пилсĕр Çил алхасса пынă та ăна урăм-сурăм лăскама пикеннĕ, анчах пиçĕ йывăç хăнк та туман, авăнсассăн та хуçăлман. Пĕччен йывăçа çĕнтерейменнишĕн урнă Çил тарăхнă та, тĕлĕннĕ те. «Эпĕ пĕччен мар, манпа пĕрле юрату! Çĕре юратса тымарсемпе ытамлани хевте хушать», — хуравланă кĕреш Юман». Акă мĕнле юрату пирки сăмах пырать кунта. Ан тив, Тăван çĕршыва юрататăн-и, атте-аннене-и е тус-юлташа-и — пурпĕрех ыттисемшĕн чунçумми пуласчĕ, таса туйăма хапсăнупа ылмаштарас марччĕ. Юрату хăйĕн чĕрĕ имлĕхне парсан эпир те, çынсем, пурнăç арăш-пирĕшне парăнмастпăр. Çакă пулать те ĕнтĕ повеç тĕшши.

— Асăннă кĕнекене эсир иртнĕ ĕмĕрте ачасем хушшинче анлă сарăлнă юхăма — Тимур командине — çĕнĕрен тапратас ыйтупа хăпартланса çырăнни сисĕнет. Май пулĕ-ши?

— Кĕçĕннисем аслисене пулăшни — ырă пулăм, халăх вĕрентĕвĕн сĕм авалхи постулачĕ. Пурте пĕлекен повеç авторĕ А.Гайдар унпа класс кĕрешĕвĕнче те ăнăçлă усă курма май тупнă. Ним пăсăкки те çук тăк тимуровецсен юхăмĕпе паян мĕншĕн усă курмалла мар? «Татăк тăрăллă ватă юман» повеç геройĕ Ася асанне те хăйĕн мăнукне çапла вĕрентет: «Пĕлетĕн-и, Костя, çынна ырă сунни хĕвел пулса çĕкленет, сар çу пулса чĕлхе çине тумлать. Çавăнпа инкек тÿсекене пулăшусăр хăварас çук. Сăмахпа та, ĕçпе те».

Повеçри юман йывăç — символ­ла сăнар — вăрçă ветеранĕсене аса илтерет. Пур йывăçран сăваплăскер кĕрнеклĕ тăррине халăха хаяр вăйсенчен хÿтĕлесе çухатнă. Вăрçă паттăрĕ Ермуш мучи тивĕçлĕ сăмах калать çитĕнекен ăрăва: «Пĕрисем историе тăваççĕ, теприсем ăна çĕнĕрен çыраççĕ те паттăра тухаççĕ. Пурнăç чăнлăхне халăхран пытармалла мар — истори пулăмĕсене пурте илтмелле, пурне те курăнмалла яри уçса хумалла. Кашни çын, кашни ача вулатăр...» Ырă вĕрентÿ самана улшăннăшăн пăрахăçа ан тухтăр, несĕлĕмĕрсен ăс-хакăлĕ те истори тĕрĕслĕхĕшĕн.

— Ăрусен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тесен тата мĕнле майсем кирлĕ-ши? Эсир шкулта чылай вăхăт ĕçленĕ. Çак ыйтăва ытларах çыравçă е вĕрентекен куçĕпе пăхса ĕçлетĕр? Чăрмавсем пур-и?

— Эсир харăсах виçĕ ыйту патăр. Вĕсене виç сăмахпа хуравлама та пулать: сăмах ырра çаврăнсан пурнăç çиппи татăлмасть. Çапах ыйтнине тĕплĕн уçса парас тетĕп, пурнăç тĕслĕхĕсемпе. Ача чухне эпĕ паттăр пионерсем çинчен çырнă кĕнекесене каçса кайса вулаттăм — кĕнеке тусĕ пулса тăтăм. Аслисене йывăр ĕçре пулăшас тĕллевпе колхоз ĕçне çÿренĕ — ĕç патне çыпçăнтăм. Тантăшсенчен юлас мар тесе спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаттăм — сывă пурнăç йĕркине хăнăхрăм. Асăрхăр, ман ÿсĕмри ăрусен çыхăнăвĕ: патриотлăх, çынна пулăшасси тата конкуренци — виççĕлле явнă кантра пекех çирĕп.

— Паянхи ăрусен хутшăнăвĕ сĕ­вĕрĕлесрен мĕн тумалла-ха?

— Ман шухăшпа, çитĕннисен кĕçĕннисемшĕн пур енлĕн тĕслĕх, пирĕн вăхăтри герой пулмалла. Арпашуллă пурнăçра çухалмасăр, чуна сутмасăр пурăнасси — хăех паттăрлăх. Литературăн, уйрăмах ача-пăча кĕнекин, тĕп тĕллевĕ çапла: чун-чĕре тасалăхне упрасси! Анчах хальхи вăхăтра çапăнса тухакан йышлă кĕнеке купинче пĕчĕк вулакан паянхи героя шыраса тупайĕ-ши? Çитĕннисем кирлине суйлама пулăшайĕç-ши? Ку мана иккĕлентерет. Мĕншĕн тесен вĕсене системăласа тĕпчекен пĕрлешÿ çук.

Чун-чĕре экологийĕн чи авалхи тĕслĕхĕнче — Кĕнекесен Кĕнекинче — пĕр апостол: «Сăмах чи малтан пулнă», — тесе каланă. Сăнарлă сăмах ăстисем ку чухне тата йышланчĕç. Сăмахĕ пурăнать. Пуянланать те... Анчах çуллен пин-пин экземплярпа çапăнса тухакан кĕнеке пуххи тĕрлĕ сăлтавпа вулакан патне çитеймест. Вуламаншăн халăха /ватти-вĕттине тиркемесĕрех/ е Интернета ятлани те илтĕнкелет. Анчах çакна шута илместпĕр: Интернет — тĕнче хыпарне шăнăçтаракан вышкайсăр пысăк Кĕнеке! Унта, çÿппи-шаккине сирсен, халăха çав тери кирлĕ япаласем те курăнаççĕ. Кĕнеке /хут çинчи е унăн электрон варианчĕ/ кун çути курсанах тĕттĕм кĕтессе купаланнишĕн кам айăплă? Кĕнекене профессионал аналитиксем хакламасан вăл тÿрех хăйĕн хуçине ăçтан тупайтăр! Хаклакан çуккишĕн хайлакан айăплă пек пулса тухать.

— Çĕвĕç айăпĕшĕн сăвăçа читлĕхе хупнă пек-и? Çак ытарлăха эпĕ сирĕн «Тĕрĕллĕ çыру тĕлĕнтермĕшĕсем» юмахра асăрханăччĕ. Тĕл пултăм та — асăмран тухмасть. Сăмах май, ку хайлава «Суйласа илнисене» те шăнăçтарнă эсир.

— Çапла, кунашкал тĕслĕх кашни утăмрах пур, çав шутра — литература анинче те. Ытарлăх моралĕ те ансат: айăпли айăпсăррине кĕтессе хупать, шăплăхра сиплĕ çимĕç пиçнине асăрхакан та çук. Е тата хăшĕн-пĕрин шоу программи, артистланасси кĕнекинчен çÿлте тăрать. Писатель яваплăхне камите куçарни никама та чыс кÿмест — пысăк ăстасен хаклăхне курăмлăрах вырăна хурасчĕ. Ыратăва Илемпе сиплесчĕ. Тĕнчене ырă еннелле çавăрмалли Сăмах çитмест пире.

— Вулакана малашне мĕнпе савăнтарасшăн?

— «Тĕрĕллĕ çыру тĕлĕнтермĕшĕсем» повеçе асăннипе сăмаха вĕçлессĕм килет. Сăмах май, ăна уйрăм кĕнекен кăларнă чухне Е.Енькка этнограф /ÿкерчĕксемпе илемлетнĕччĕ/ чăваш халăх кăмăлне кăранташ вĕçĕпе ăста кăтартрĕ. «Йăвашук сăнарĕ урлă халăхăмăрăн пуян историне туллин, çав вăхăтрах ачасем ăнланмалла ансат уçса пама май тупнă», — çапла хакланăччĕ тĕпчевçĕсем вăл çапăнса тухсан. Пĕчĕк чухне Йăвашука ватă аслашшĕ чĕн пиçиххи — шăпа çырăвĕпе тĕрленĕскерне — парнеленĕ те пил панă: «Çак пиçиххи санăн пулать, кунпа çула пĕр кăшăла çыхать... Халăха пĕр чăмăра пух та тĕрĕс çул кăтартса пыр. Элчел çитиччен пурăнăр. Ăс-пурлăха упрăр!..» Тĕрĕллĕ çыру пулăшнипе Йăвашук хăйĕн телейне те, тăванĕсене те шыраса тупать. Çутă ĕмĕтлисен çĕршывне йĕрке­лет. Манăн та ача-пăчана килĕшÿллĕ, юрăхлă кĕнекесем парнелесе, Çутă ĕмĕтлисен çĕршывне ырă çынсемпе пуянлатассишĕн ĕçлес килет.

Надежда СМИРНОВА

калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.