Кристина Кускова - Олимп фестивалĕн çĕнтерÿçи

17 Нарăс, 2017

Турцири Эрзурум хулинче Европăри çамрăк спортсменсен Олимп фестивалĕ старт илнĕ. Тĕрлĕ çĕршывран пухăннă 39 команда трамплинран сикес, эрешлесе ярăнас, йĕлтĕрпе чупас енĕпе, керлинг, сноуборд, биатлон, хоккей, шорт-трек турнирĕсенче тупăшаççĕ.

Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕн членĕ /2001-2013 çулсенче — председатель/ Жак Рогге пуçарнипе 1991 çултанпа ирттерекен хĕллехи ăмăртура 14-18 çулсенчи спортсменсем хăйсен вăйне тĕрĕслеççĕ. Пирĕн çĕршыв чысне унта 75 яшпа хĕр хÿтĕлет. Çак йыша кăçал пирĕн ентеш, Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан йĕлтĕрçĕ Кристина Кускова лекрĕ.

Сергей Смирнов тренерăн вĕренекенĕ ăмăртăвăн иккĕмĕш кунĕнчех лайăх кăтартупа палăрчĕ: 5 километрлă дистанцие 14,20 минутра вĕçлесе тăваттăмĕш вырăн йышăнчĕ. Тепĕр кунах чăваш хĕрĕ 7,5 çухрăмлă дистанци стартне тухрĕ. Телее, кунта ăна ытларах ăнчĕ: 44 спортсмена кая хăварса 16-ри спортсменка финиша пĕрремĕш çитнĕ.

Кристина Шупашкар хулинче çуралса ÿснĕ, хулари 59-мĕш шкулта вĕренет. Унăн ашшĕпе амăшĕ Олег Алексеевичпа Лилия Васильевна та — пултаруллă спортсменсем. Вĕсем çĕршыври тата республикăри чылай ăмăртура нумай хут палăрчĕç. Сăмахран, 2015 çулта Пĕтĕм Раççейри хĕллехи ял спорт вăййисенче çемье командисен хушшинче пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Кусковсен аслă хĕрĕ те йĕлтĕр çине пĕчĕклех тăнă, 9 çулта спортăн хĕллехи тĕсĕсен центрне çÿреме пуçланă. “Кунне 15-30 километр чупатăп”, — тенĕччĕ Кристина икĕ çул каялла.

Юлашки çулсенче спорт мастерĕн кандидачĕ çĕршыв турнирĕсенчен темиçе медальпе таврăнчĕ. Вăл — Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен ăмăртăвĕн, Хусанти йĕлтĕрçĕсен фестивалĕн çĕнтерÿçи. Атăлçи тăрăхĕнчи çамрăксен ăмăртăвĕсенче те чи вăйлисенчен пĕри. 2016 çулта К.Кускова Сыктывкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ.

Европăри çамрăк спортсменсен Олимп фестивалĕ нарăсăн 18-мĕшĕнче вĕçленет. Халĕ пирĕн йĕлтĕрçĕсем спринтерсен тупăшăвĕнче тата эстафетăра вăй виçме хатĕрленеççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.