Чаплă юрăç та, художник та

16 Нарăс, 2017

Килте тутарла çеç калаçакан Зиля Субханкуллова шкула çÿриччен чăвашла пĕр сăмах та пĕлмен. Паян, çиччĕмĕш класра вĕренекенскер, чăваш чĕлхи урокĕнче чи пултарулли. Людмила Александровна Сорокина педагогăн кашни сăмахне ăша хываканскер «5» паллăсем çеç илет. Кашни хăнăхтарăва кăмăлтан пурнăçлать.

— Килти ĕçсене пурнăçлама юратнă аннем, Рушания Саитгалиевна, пулăшать. Вăл чăвашла манран та ытларах пĕлет, хитререх калаçать. Аппамсем те, Энжепе Лилия, шкул вăхăтĕнче чăваш чĕлхи урокĕсене хавхаланса та хăпартланса çÿренĕ. Халĕ вĕсем иккĕшĕ те тăван килтен тухса кайнă. Пĕри — Хусанта, тепри — Шупашкарта. Каникулсенче мана яланах хăйсем патне илсе каяççĕ. Хула тăрăх уçăлса çÿретпĕр вара кăмăллăн, — паллаштарчĕ вăл хăйĕн пурнăçĕпе.

Хĕрача вулама та юратать.

— «Санăн юратнă писатель е кĕнеке пур-и?» — тесе ыйтакана акă еплерех хурав паратăп. Кашни çын хăйне евĕр пултаруллă. Çыраканăн та хăйĕн стилĕ, тавракурăмĕ. Çавăнпа кашни писателĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăлтан паллашатăп, ыттисене те çапла тума хистетĕп, — çирĕплетет Зиля.

Юрра-ташша ăста пулнăран ÿссен артист пуласшăн хĕрача.

— Фарида юррисене итлеме кăмăллатăп. Ун евĕрех паллă юрăçă пулма ĕмĕтленетĕп, — йăл кулать Зиля.

Халĕ вăл çуркунне çитессе чăтăмсăррăн кĕтет. Ун чухне вăл «Белые камни» лагере кайĕ. Унта паллашнă тусĕсемшĕн паян та тунсăхлать вăл.

— Социаллă сетьсенче пĕр-пĕринпе çыхăнса тăратпăр-ха, анчах тĕл пулса калаçнине ним те çитмест-çке. Çавăнпа та лагере çитес килет. Чылайăшĕнпе çавăнта тĕл пулатпăр та, — тет вăл.

...Ирхине, чÿрече карри витĕр шуçăм çути курăна пуçласанах, пĕтĕм йыш ура çине тăчĕ. Пит çуса йĕркеленнĕ çĕре юратнă амăшĕ апат та хатĕрлеме тытăнчĕ. Чей те пăсланса ларать. Акă пÿлĕме ăшаланă çĕрулми шăрши те сарăлчĕ. Зиля вара çак вăхăтра амăшне парне тăвас терĕ. Хăй ÿкернĕ ÿкерчĕке ăна тыттарчĕ.

— Чĕререн савăнса сана парнеленĕ ÿкерчĕкĕн, паллах, нумай çитменлĕхсем. Тен, эсĕ ăна асăрхаймарăн та пулĕ. Анчах эпĕ ăна ÿкернĕ чухне пĕтĕм пултарулăхăма пĕчĕк ĕçре кăтартса пама тăрăшрăм. Çак ÿкерчĕке, аннеçĕм, сана валли ятарласа хатĕрлерĕм, — терĕ хĕрача юратнă çыннине çупăрласа.

Амăшĕ тĕпренчĕкĕшĕн савăнчĕ.

— Эсĕ, хĕрĕм, чаплă юрăçă çеç мар, чаплă художник та иккен! — тесе çупăрларĕ.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Патăрьел районĕ,

Патăрьелти 1-мĕш шкул.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.