Техĕмлĕх курaкĕсем

Мăян лебеда. Çак курăкăн те­миçе тĕсĕ ÿсет пирĕн тăрăхра. Ăна ятарласа акса çитĕнтерме те кирлĕ мар. Пулăхлă тăпрара аван çитĕнекенскерне пахчасенче час-часах курма пулать. Çырма-çатрара, çул хĕррисемпе, çÿп-çап куписем çывăхĕнче те ÿсет вăл, çумкурăк тесе чылай чухне тăпăлтарса пăрахатпăр.

Мăяна авалтанпах апатра анлă усă курнă. Çамрăк ÿсен-тăрана яшкана янă, вĕрилесе йÿçеклĕхне кăларсан салата хушма аван. Ăна хĕл валли пуçтарса тăварланă, йÿçĕтнĕ, типĕтнĕ.

Çак ÿсен-тăран тутлăхлă япаласемпе пуян: эфир çăвĕсем, органика йÿçеклĕхĕсем, каротин-сапонин, макро тата микроэлементсем. Ăна халăх медицининче тахçантанпах тĕрлĕ тĕллевпе усă кураççĕ. Ÿт-тир çинчи шатрана, пÿрлешкесене сиплеме пăшăхланă мăян çулçипе компресс тăваççĕ, сурансене мăян вĕретнĕ шывпа çуни ÿт илме пулăшать. Пуç ыратсан, вар-хырăм пăсăлсан, вăрах ÿслĕк аптратсан та пулăшать вăл, нерв тытăмне лăпланарать, сарамак чирĕнчен сыватать.

Мăянăн хăшпĕр тĕсĕсене техĕмлĕх курăкĕ пек ятарласа çитĕнтереççĕ.

Бадьян — çăлтăр анис йывăçĕ. Вăл магноли йышĕнчен. Тăван çĕршывĕ — Хĕвелтухăç-кăнтăр Китай. Китайра ăна 2-3 пин çул каяллах пĕлнĕ, апат хатĕрленĕ чухне усă курнă. Европăна XVI ĕмĕрте çеç çитнĕ. Бадьян техĕмлĕхне печени-премĕк пĕçерме хушаççĕ, унран шăрăхра ăша лăплантаракан шыв хатĕрлеççĕ, ăна улма-çырла салачĕсене, компотсем вĕретнĕ чухне хушаççĕ. Апат-çимĕç промышленноçĕнче, тĕрлĕ маринадсем валли, консервланă çĕрте кирлĕ вăл. Хура пăрăçпа пĕрле аш-пăш апачĕсене техĕмлетме аван. Фармацевтикăпа косметика промышленноçĕсенче усă кураççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.