Archive - 7 Ака, 2016 - Хыпар
Вешенка - усăллă çимĕç
Вăрлăх суйлама
Çĕрулми вăрлăхĕн пахалăхне тĕрĕслемелли пĕр ансат меслетпе паллаштарас тетĕп. Пысăкрах витрене çуррине яхăн шыв яратăп, пăтрататăп. Çăмăлланнă çĕрулми çиеле тухать, йывăрри — путать. Шыва путман çĕрулми лартма юрăхсăр.
Тĕрĕслесе пăхма сĕнетĕп: пĕр йăран путман çĕрулми лартса пăхăр, ыттине — лайăххине. Пахалăхсăр çĕрулми латнă йăрантан тухăç илеймĕр.
Ольга ПРОКОПЬЕВА.
Вăрнар районĕ.
Сăнанинчен
- Ака уйăхĕн 7-мĕшĕ — Пăлхавăш /Благовещени/. Çак кун кайăк та йăва çавăрмасть тенĕ. Пысăк ĕçе пуçăнма хушман ватăсем. Пăлхавăша епле ирттерен — çулталăк çапла пулĕ. Çак кун çумăрлă пулсан кăмпаллă çул пулĕ.
- Ака уйăхĕнче çил час-часах тĕрлĕ енне улшăнса вĕрет. Çак уйăхри çилсем сивĕ пулсан та çуллана çывхартаççĕ.
- Вĕлле хурчĕ ир вĕçме пуçлать — çуркунне ăшă тăрать.
- Çирĕк кăчки хурăнран маларах вăранса сарăлать — çулталăк йĕпе-сапа килет, хурăн кăчки маларах сарăлать — çулталăк типĕ килет.
Садри çуркунне
Çĕр лайăх ăшăнса çитиччен йывăç-тĕм тымарĕ таврашне азот удобренийĕсемпе апатлантармалла. Мочевина пулсан лайăх, ăна шывра ирĕлтерме çăмăл — 10 литр шыв валли 50 грамм кирлĕ.
Çĕр лайăх ăшăнса çитсен тăпрана та мочевина /1 тăваткал метр çине 10-20 грамм/ е нитроаммофоска /1 тăваткал метр çине 50-60 грамм/ хывма юрать. Пирĕн тăрăхри çĕрсем калирен чухăн, çавăнпа кали удобренийĕсем те ытлашши пулмĕç. Кали сульфачĕ 1 тăваткал метра 20-25 грамм кирлĕ.
Pages
- « first
- ‹ previous
- 1
- 2
- 3