Вешенка - усăллă çимĕç

7 Ака, 2016

Мăнкун умĕнхи аслă типĕ тăрать. Çак вăхăтра нумай çын аш-пăш, сĕт-турăх, çăмарта апачĕсене çимест. Организма витаминсемпе, минералсемпе çителĕклĕ тивĕçтерекен апат вара кирлех.

— Кăмпа ашпа танлашать тенине чылайăшĕ илтнĕ ĕнтĕ. Кăçал манăн çакна çирĕплетме май пур. Иккĕмĕш эрне аш-какайсăр, çăмартасăр апатланатăп. Кăмăл аван, аш-пăшсăр тунсăхламастăп. Вешенка кăмпана вара кăмăл туличченех çиетĕп. Ăна организм лайăх йышăнать, вар-хырăмшăн пачах та йывăр апат мар. Вешенкăна хам çитĕнтерсе туса илетĕп, — калаçрĕ çак ĕçе кăçал çеç пуçăннă кăмпаçă Василий Александрович Гатилин çупкам-çупкам кăмпана кăмăллăн çавăркаласа.

Хăйне «профи» мар тет пулин те кăмпа çитĕнтерес ĕçе пуçăниччен ун пирки ятарлă литературăна аванах шĕкĕлчени сисĕнчĕ калаçнинчен. Вешенка кăмпа пахалăхĕ, унран хатĕрлемелли апат, настойкăсем пирки хапăлласах сăмахлать вăл: «Вешенкăна çулталăкĕпех апатра усă курма аван. Вăл паха, организма кирлĕ витаминсемпе, минералсемпе пуян продукт. Вăрманта ÿсекен кăмпа тĕрлĕрен пулать. Эпĕ çитĕнтерекен кăмпан çак паха енĕсене палăртас килет. Вăл таса çĕрте çитĕнет: «тăпра» — вĕрипе пăшăхласа тасатнă улăмпа гипс хутăшĕ. Ирĕкре çитĕнекен кăмпапа танлаштарсан вешенкăна çут çанталăк пулăмĕсем витĕм кÿреймеççĕ. Тата унпа нихăçан та наркăмăшланмăн. Холодильникра лайăх упранать. 10 кун çимĕçĕн пахалăхĕ япăхмасть. Вăл хуртланмасть те».

Тĕрĕссипе, кăмпа ÿстересси кăткăс ĕçех те мар. Кăмăл, материал, ÿстермелли вырăн пулсан ăна харпăр хăй килĕнчех çитĕнтерме пулать. Ĕçе тытăнма иккĕленмелле мар кăна. Çемьене çеç мар, тăван-пĕлĕше те усăллă та паха çимĕçпе тивĕçтерме пулать. Ваççа тете кунне 50 кг кăмпа пуçтарать. Сăмах май, лавкка сентрисем çинчи сутлăх вешенкăна вăл «ытлашши çамрăк, пулса çитмен» тесе хаклать. «Вĕтĕ вешенкăн тути кĕрсе çитеймест-ха, шывакрах. Пулса çитмен панулми пек», — ăнлантарать кăмпаçă.

Кăмпа çитĕнекен субстрата — улăма — пирĕн тăрăхра кашниех хатĕрлеме пултарать. Вĕрекен шывпа пăшăхланă улăм 40 градуса çити сивĕнсен гипспа хутăштармалла, кăмпа вăрлăхĕ /мицелий/ хумалла та михĕсене тултарса тасатса хатĕрленĕ пÿлĕме çакмалла. Кăмпа шăтса тухмашкăн михĕне 5 см яхăн çурăксем касса тухмалла, çакнă михĕсен хушшине сывлăш хăвармалла — 5-8 см. 18 кунран вĕтĕ кăмпа шăтса тухать. Ăна нÿрĕк — 85-90%, çутă, ăшă Œ18...Œ20 градус кирлĕ. Кăмпа тĕсĕ çутăрах е тĕксĕмрех пулни унăн пахалăхне витĕм кÿмест.

Кăмпа аш-пăша ылмаштарма пултарни савăнтарать «çамрăк» кăмпаçăна. «Унран темĕн тĕрлĕ сывлăха упрама пулăшакан апат хатĕрлеме пулать. Вăрман кăмпи пекех тăварлама, маринадлама аван. Тĕлĕнмелле тутлă», — палăртать вăл. Çав вăхăтрах çак кăмпа усăллăхĕ пирки, унран хатĕрлемелли рецептсене çынсем сахал пĕлни пăшăрхантарать ăна. Кăсăкланакансене килти кăмпаçă пулма чĕнет, канашпа пулăшма хатĕр. Хăшпĕр рецептсем сĕнет.

Салат вешенкăпа. 200 г кăмпа, 2 хăяр, 1 пуç сухан, 1 шăл ыхра, пекин купăсти е салат çулçи, лимон, тип çу.

Вешенкăна çăватпăр, вĕрекен шыва ярса 3-5 минут вĕрететпĕр, унтан шыва сăрăхтарса тăкатпăр та кăмпа сивĕнсен вĕтех мар туратпăр. Сухана çатмапа кăштах ăшалатпăр, ыхра хушатпăр. Салат савăчĕ çине пекин купăстине шултран тураса, хăяра тăрăхлан вакласа хуратпăр: пĕтĕм ингридиента пĕрле хурса тип çу, тăвар ярса пăтрататпăр.

Вешенка настойки. 600 г кăмпана тураса 1 литр эрехе ямалла, икĕ эрне тĕттĕм çĕрте тытмалла. Настойкăна сăрăхтармасăрах 1 апат кашăкĕ апатчен çур сехет маларах кунне 1-2 хут ĕçмелле. Мастопатирен аван. Халăх медицини вешенка настойкипе сахăр диабечĕпе аптрасан, холестерин виçи пысăк пулсан сипленме сĕнет.

Э.ИВАНОВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.