Пирĕн тăрăхра улма-çырла тĕмĕсене, йывăçсене кĕркунне те, çуркунне те лартма юрать. Çуркунне лартнă çамрăк хунава çу каçиччен мĕнле аталаннине сăнаса тăма аванрах. Йывăç-тĕмсене çулçăсем тухиччен лартма тăрăшмалла.
Пĕлтĕр кĕркунне пахчана горчица акса хăвартăмăр. Кĕркунне вăл шăтса сип-симĕс ларчĕ, халь, çуркунне, пахча хуп-хурах, хĕл каçиччен çĕрсе кайнă. Кÿршĕсем те акнă горчицăна, вĕсен çĕнĕрен шăтса тухнă пек, пахчи сип-симĕс. Мĕне пĕлтерет-ши ку? Хăшĕ усăллăрах?
Йăран хатĕрленĕ чухне çак меслете шута илме сĕнетĕп, вăл чылайăшне килĕшет пулĕ тетĕп.
Кирек мĕнле пахчаçимĕç вăррине акмашкăн та йăрансем çине йĕрсем — канавсем — тăватпăр. Çав йĕрсене йывăç пăрăс таткипе кăштах пусарса тухмалла. Çак канавсене вăрлăха акмалла та çиелтен кăпăшка тăпрапа /ăна лайăх çĕрнĕ тислĕкпе хутăштармалла/ хупласа тухмалла. Пусарса тухнă йĕрсенче вăрлăх тикĕссĕн выртать, шăтасса та харăсраххăн шăтса тухать. Кăпăшка тăпрана акнă чухне вара вăрăсем тикĕссĕн ÿкмеççĕ, хăшĕ-пĕри çĕре шалаллах анса каять, çавна май вăрлăх тикĕс шăтмасть.