Archive - 28 Ака, 2016 - Çамрăксен хаçачĕ
«Çут çанталăка сăнлас килет»
Хулана туристсем килме тытăннă
1986 çулхи акан 26-мĕшĕ. Миллион çын пурнăçне тĕпрен улăштарнă кун. Вăл кашнин чĕринче ĕмĕр тÿрленми суран хăварнă. Çак кун Украинăшăн çеç мар, пĕтĕм тĕнчешĕн хăрушă пулăмпа — Чернобыльти АЭСра пулнă взрывпа — асра çырăнса юлнă. Унтанпа 30 çул иртрĕ.
Чĕрчунсене илме хушман
Юрлама та, ташлама та ăста
Юрăçсем - çĕнĕ проектра
Данила Ленский шоумен пуçне мĕнле кăна ăслă шухăш кĕмест-ши — ЮТВ телеканал пулăшнипе вăл вĕсене пурне те пурнăçа кĕртме талпăнать. Алина Выйгетова юрăçпа иккĕшĕ «Пĕрле пулар-и?», «ЮТВ премийĕ» проектсене çул пачĕç. Артистсене канлĕ пурăнма памаççĕ вĕсем.
«Санкцисем ĕçлемелли майсем туса пачĕç»
Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсемпе йăлана кĕнĕ пресс-конференци ирттерчĕ. Чи малтанах Михаил Васильевич социаллă экономикăпа паллаштарчĕ, республикăри экономика, йывăрлăхсем пулсан та, аталаннине, инвестици проекчĕсем хута кайнине, ял хуçалăхĕ пĕр вырăнта тăманнине палăртрĕ.
Таса ятне варалани пурнăçа тĕпрен улăштарнă
Хальхи вăхăтпа иртнине танлаштарсан пĕрпеклĕхсене куратăн. Ун чухнех пĕр-пĕрне кĕвĕçекен, улталакан çын йышлă пулнă. Курайманнисем, çурăм хыçĕнче калаçакансем çын çинчен элек сарма, «çÿлтисене» пĕлтерме васканă. Çавăншăнах миçе пурнăç вăхăтсăр татăлман-ши? Ун чухне Совет влаçне сăтăр тунă е кулак тесе айăпланă çынсене алла сăнчăр тăхăнтартса аякка ăсатнă. Хăшĕ-пĕри çак çулсене тăван тăрăхри тĕрмере ирттернĕ пулсан теприсен çулĕ инçетелле выртнă. Нумайăшĕ унтан килеймен. Таврăннисен вара пурнăçра тарăн йĕр хăварнă çав çулсене аса илсен куçĕ шывланнă.