Ӳнерçĕ

28 Ака, 2016

«Çут çанталăка сăнлас килет»

Елчĕк районĕнчи Яманчÿрелте çуралса ÿснĕ Александра Ильина суйланă профессире ашшĕпе амăшĕн тÿпи пысăк. Юрий Николаевич ял шкулĕнче вунпилĕк çул ĕçленĕ. Вăл ачасемпе черчени, ÿкерÿ, технологи предмечĕсене ирттернĕ. Венера Петровна та вĕренекенсене çирĕм пилĕк çул ĕнтĕ пĕлÿ парать.

28 Çу, 2014

Ял - пултарулăх лаççи

Мĕнле художникăн вăтăр ытла картини Мускаври Третьяковка галерейинче упранать тетĕр? Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий Иванович Миттовăн. Сумлă ÿнер лаççинче ытти чăвашсен ĕçĕсем те пур, анчах Миттова çитекенни çук.

80 çултан иртнисенчен темиçе кĕнеке çырса кăларакан, тăрăшсах истори картинисем ÿкерекен çынсем пур-и сирĕн ялта? Сиккассинче пур.