Художник тăван ене манмасть
Çак кунсенче СССР Художниксен союзĕн членĕ, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Владимир Арапов Тăвайри тавра пĕлÿ музейĕнче хăнара пулнă.
Владимир Яковлевич Тăвай районĕнчи Нăрваш Салинче çуралса ÿснĕ. Кушкăри шкула пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти ÿнер училищинче пĕлÿ илнĕ. Унăн паллăрах ĕçĕсем: «Цветет куст», «На току», «Хлебы», «Последний помол», «Моя старая лодка» тата ыттисем те. Вăл хăй вăхăтĕнче республикăри, Раççейри куравсене тăтăшах хутшăннă. «Золотая Палитра» конкурсра живопиçе çĕнĕлĕх кĕртнĕшĕн ятарлă диплома тивĕçнĕ. Кунсăр пуçне Владимир Арапов чылай кĕнекене ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ.
Кăçал Владимир Яковлевич 70 çул тултарнă. Ĕçлес туртăмĕ пысăк унăн, паян та хаваспах картинăсем ÿкерет, музейсемпе çыхăну тытать. Сăрă ăстине Тăвайри тавра пĕлÿ музейĕнчи этнографи залĕ уйрăмах кăмăла кайнă. Сăмах май, Владимир Арапов халĕ Мари Республикинче пурăнать. Юлашкинчен хăна аваллăх управçине хăйĕн ĕçне парнеленĕ.
С.РОЗОВА.