Ĕçĕсем хăйне евĕрлĕ

А.Спиридонова художник Атăла юратса ÿкернине пĕлетĕп. Унăн тата мĕнле паллă картинисем пур. Хăйĕн пирки каласа кăтартсан та аванччĕ.

 

И.СЕРГЕЕВА.

Çĕрпÿ районĕ.

Августа Спиридонова Канаш хулинче çуралса ÿснĕ. Вăл - чăвашсен пĕрремĕш профессионал художникĕн Моисей Спиридоновăн хĕрĕ. Ленинградри ÿнер искусствин техникумĕнче, Пĕтĕм Союзри патшалăх кинематографи институчĕн ÿнер факультетĕнче вĕреннĕ. 1943-1945 çулсенче илемлĕ фильмсен Свердловскри студийĕнче художникре ĕçленĕ. 1946-1972 çулсенче Шупашкарта ÿнер училищинче вĕрентнĕ. СССР Художниксен союзĕн членĕ.

А.Спиридонова пейзажсемпе тата натюрмортсемпе палăрнă. Уйрăмах курăмли - "Будайка", Граждан вăрçин паттăрĕ В.И.Чапаев çуралса ÿснĕ яла сăнлакан картина. А.Г.Николаева кун çути панă, çитĕнтернĕ Шуршăл çĕрĕ те художникăн пултарулăхĕнче пысăк вырăн йышăнать.

"Натюрморт" живопиçĕ тулли те пуян. Унăн йывăç алтăрĕсем, пичкисем, куркисем, тăм савăчĕсем, сурпанĕсемпе туй кĕпийĕсем, тĕрĕллĕ тутăрĕсем хăйне евĕрлĕ илемлĕ, чуна тыткăнлаççĕ. Чăваш халăхĕ куллен усă курнă япаласем Августа Моисеевнăшăн аваллăх паллисем çеç мар. Ку япаласемпе вăл хăй те усă курнă, вĕсен хушшинче пурăннă.

А.Спиридонова - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Вăл республика, регион шайĕнчи тĕрлĕ куравсене хутшăннă. "Сельские зори" бригадăн хастар членĕ пулнă.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.