Комментари хушас

28 Ака, 2016

Хулана туристсем килме тытăннă

1986 çулхи акан 26-мĕшĕ. Миллион çын пурнăçне тĕпрен улăштарнă кун. Вăл кашнин чĕринче ĕмĕр тÿрленми суран хăварнă. Çак кун Украинăшăн çеç мар, пĕтĕм тĕнчешĕн хăрушă пулăмпа — Чернобыльти АЭСра пулнă взрывпа — асра çырăнса юлнă. Унтанпа 30 çул иртрĕ.

Чĕрчунсене илме хушман

Чернобыль — Припять юханшыв управĕн хĕрринче вырнаçнă пысăках мар хула. Унти тавралăх илемлĕ пулнăран кунта канма килекен йышлă пулнă. 1972 çулта хула çывăхĕнче Совет Союзĕнчи чи вăйлă атом электростанцине çĕклеме пикеннĕ. 1985 çулта кунта тăватă энергоблок хута янă, пиллĕкмĕшне çĕклеме тытăннă. 1986 çулхи акан 26-мĕшĕнче инкек пуласси тĕлленмен те. Анчах вăл мĕне пула сиксе тухни тавра халĕ те тавлашаççĕ. Чылайăшĕн шухăшĕпе, ку — унта ĕçленисен айăпĕ. Электростанцире сăнав ирттернĕ. Энергоблокăн хÿтĕлев системине чарсан ăна «пăхăнтарма» май килмен. Операторсем лару-тăрăва йĕркене кĕртме хăтланнă, анчах кая юлнă. Çĕрле, 1 сехет те 24 минутра, пĕр реакторта тÿрех 2 взрыв пулнă, унтан вăл çунма тытăннă… Пушарнăйсем вырăна 5 минутранах çитнĕ. Телее, атом мар, хими взрывĕ пулнă. Çак самантра реакторта 200 тонна уран пулнă. Пушара сÿнтерме май килнĕ-ха, анчах чи хăрушши — малта. Тăваттăмĕш реактор арканнă, АЭС территорийĕнче радиаци кăларакан уранпа графит пулнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.