Archive - 3 Чÿк, 2016 - Хыпар

3 Чÿк, 2016

«Несĕлсен ырă йăлине пăрахмарăм – аннене пĕччен хăвармарăм»

— Ферит Абдуллович, калăр-ха: Чăваш Енре тутар наци-культура автономийĕ хăçан йĕркеленнĕ?

— Общество организацийĕ 20 çул каяллах йĕркеленнĕ. Икĕ теçетке çул ертсе пыратăп ăна. Чăваш Республикинче 37 пин тутар пурăнать.

3 Чÿк, 2016

Анне пилĕ пушă сăмах мар

Çемье. Кашни çын пурнăçĕнче çак сăмахпа çыхăннă ăнлавсем пур: кил, атте, анне, хăтлăх, ăшăлăх, юрату... Мĕн чухлĕ шанчăк, ĕмĕт парнелет вăл этеме. Тепĕр тесен çемье чăмăртаннă самант хăех ырă туйăмпа, шухăш-тĕллевпе тулли. Çав сăлтавпах пархатарлă ĕçе пурнăçлакансем — мăшăрланнине çирĕплетекен акта çыракансем, ЗАГСра вăй хуракансем — хăйсем те тĕслĕх çемьери ырă-çутă çынсем пулмалла пек. Мĕн чухлĕ çĕнĕ мăшăра — çемье тĕвĕленĕ ятпа, телейлĕ ашшĕ-амăшне — пепке çутă кун курнă ятпа саламлама тивет вĕсен хăйсен пурнăçĕнче.

3 Чÿк, 2016

Мускав çулĕ такăр мар

Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕ — Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ. Раççей Президенчĕ В.Путин 2004 çулта "Раççейĕн çар мухтавĕн кунĕсем çинчен" саккуна алă пусса çав куна палăртмашкăн çирĕплетнĕ чухне XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче ют патшалăхсен куçĕнчен пăхса пурăнма килĕшмен вăйсем чăмăртанса Польшăпа Швеци оккупанчĕсене çĕршывран хăваласа кăларнă тапхăра тĕпе хывнă. Патшалăх никĕсне тĕп тума килнĕскерсене хуптĕрлеме тĕрлĕ халăх çыннисем хутшăннă. Çакăн çинчен Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наукăн кĕçĕн сотрудникĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Дмитрий Викторович БАСМАНЦЕВ хуравлать.

3 Чÿк, 2016

Кашни самант хаклă

Тĕнчере çуллен инсульта пула 6 миллион çын инкеке лекет, пирĕн çĕршывра — 0,5 миллион, урăхла каласан кашни 1,5 минутра Раççейре пурăнакансенчен пĕри унăн серепине çакланать. Чирленисен 10 проценчĕ кăна яланхи пурнăç йĕркине таврăнать, 80 проценчĕ, шел те, тĕрлĕ ушкăн инваличĕ пулса юлать.

Pages